10 октября 2015 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри пекех, пирĕн республикăра та халăх микроçыравĕ пуçланнă. Унăн ятне те палăртнă - "Манăн килĕм - манăн çĕршывăм". Асăннă мероприяти октябрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Вăл Пĕтĕм Раççейри халăхăн 2020 çулхи çыравне хатĕрленмелли пĕлтерĕшлĕ тапхăр шутланать. Пĕтĕмĕшле çыравсем халăхпа, унăн йышĕпе тата социаллă-демографи тытăмĕпе çыхăннă информацин тĕп çăлкуçĕ пулса тăраççĕ.
Халăхпа çыхăннă хальхи информацие пухас тата укçа-тенке перекетлес тĕллевпе Раççейре 2015 çулхи октябрьте микроçырав йĕркелеме йышăннă. Унăн тĕллевĕ - çĕршывра пурăнакансен хальхи лару-тăрăвĕ çинчен çыравсен хушшинчи социаллă-демографин пĕлтерĕшлĕ информацине пухасси. Вĕсемпе çынсене ятран хỹтĕлемелли, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ пулăшăвĕсен пахалăхне ỹстермелли мерăсене хатĕрлемешкĕн усă курĕç.
Аса илтеретпĕр, микроçырав пурне те пырса тивмест. Районта Александровка ялĕнче пурăнакансем патне çыравçă çитет. Вĕсем кил хуçисем каланине тĕпе хурса хурава электронлă планшет çине кĕртеççĕ. Унта уйрăм çыннăн ячĕ-шывне, адресне кăтартмаççĕ, респондент сăмах вĕççĕн пĕлтернине документпа çирĕплетме сĕнмеççĕ.
Районта пурăнакансем çыравçăсене 2010 çулта кăмăлпа кĕтсе илнĕччĕ, кăçал та асăннă тишкерĕве яваплăха туйса тата ăнланса хутшăнасса шанас килет.
Н.АЛЕКСАНДРОВА
Источник: "Каçал Ен"