Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: "Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле"

23 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче Михаил Васильевич Игнатьев республика Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăннă. Унта Мускавран, Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăннă.

Михаил Игнатьев должноçе кĕнин церемоние Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов кĕске сăмах каласа уçнă. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи суйлав кунĕнче суйлавçăсен 65,54 проценчĕ республика ертỹлĕхĕн тилхепине тепĕр хутчен Михаил Игнатьева шанса панине пĕлтернĕ.

Юрий Алексеевич Михаил Васильевичăн иртнe тапхăрти ĕç-хĕлне хакланă хыççăн Чăваш Республикин Конституцийĕн 71-мĕш статйипе килĕшỹллĕн Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тупа сăмахĕсене аллине республикăн Тĕп саккунĕ çине хурса чăвашла тата вырăсла вуланă, унтан хăй çĕнĕ должноçе йышăнни çинчен калакан Указа алă пуснă. Юрий Попов республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăкăрĕ çине ятарлă символлă вăчăрана çакнă.

Михаил Игнатьев хăйшĕн сасăланă суйлавçăсене пысăк шанăçшăн чĕререн тав тунă. "Вĕсем мана шаннине тỹрре кăларма вăй-халăма шеллемĕп, унччен пухнă опытпа туллин усă курăп. Эпĕ хамăн тăван халăх, çуралнă çĕршыв умĕнчи пысăк яваплăха туллин туйса тăратăп. Тăван Чăваш Ен, Раççей халăхĕ умĕнче лартнă тĕллевсене пурте пĕрле, пĕр тĕллевпе тăрăшса пурнăçлăпăр", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетỹллĕ сăмахĕнче.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

 

Комментари

Алена АРШИНОВА, Раççей Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ:

- Республика ертỹçине çынсем шанни чăннипех те аван. Çынсем суйлава килсе, малашне те Михаил Игнатьева тата унăн командине шаннине пĕлтернĕ. Шанăçа тỹрре кăларса тата та тăрăшса ĕçлемелле. Чăваш Ен инвестици илĕртỹлĕхпе Раççейри 10 регион йышне кĕме пултарнине эпир пĕлетпĕр. Чăваш Республики вĕренỹ проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те лидерсен йышĕнче. Эпир, РФ Вĕренỹ министерствипе Чăваш Енре чи паха вĕренỹ программисене ĕçĕ кĕртессипе ĕçлĕ калаçусем йĕркелеме тытăннă та.

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, Комсомольски район пуçлăхĕ:

- Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх сентябрĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн шухăш-кăмăлне уççăн палăртса, малашнехи 5 çулхи аталанăвĕшĕн яваплине суйласа илсе çак тивĕçе пурнăçлама Михаил Игнатьева тепĕр хут шанчĕ. Республикăра пурăнакансем вăл кăтартуллă ĕçленине тĕпе хурса хакларĕç. Юлашки çулсенче Чăваш Ен пысăк хăвăртлăхпа аталаннишĕн, вун-вун инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнишĕн, шкулсемпе ача сачĕсем хута кайнишĕн чăннипех те савăнатпăр. Малашне те республика аталанăвĕнче пысăк утăмсем пулаççех. Михаил Игнатьев - пысăк опытлă ертỹçĕ, чăн-чăн профессионал. Вăл халăхшăн, республикăшăн тăрăшнă, тăрăшĕ те.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика