Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ỹснĕ

09 сентября 2015 г.

Информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ Раççей Федерацийĕнчи регионсен пуçлăхĕсен 2015 çулти июль - август уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ. Малтанхи кăтартусемпе танлаштарсан, ку хутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрпе çỹлелле хăрпарса 21-мĕш вырăна йышăннă.

"Рейтинг" центрăн хаклавĕ пирки Михаил Игнатьев çапла каланă: "Манăн регион ертỹçинчи тĕп тĕллевсенчен пĕри - Чăваш Енĕн инвестици илĕртỹлĕхне ỹстересси".

Справка. "Наци рейтингĕ" проект - федераллă шайра анлă сарăлнă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев. Раççей Федерацийĕнче унпа танлашаканни урăх çук.

Рейтингсене хатĕрленĕ чухне ытларах федераци тата регионсен шайĕнчи экспертсен тата уçă çăлкуçсен шухăшĕсене тĕпе хунă. Тытăмĕпе рейтинг виçĕ ушкăнран тăрать: 1-рен пуçласа 25 таран (лидерсем), 26-60 (вăтаммисем) тата 61-80 (аутсайдерсем).

Наци рейтингĕнче лидерсен ушкăнне кĕни политикшăн питĕ хăватлă кăтарту шутланать, федераллă шайра унăн халăх çинчи уççăнлăхĕн эффективлăхне çирĕплетсе парать.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Комментари

Геннадий ВОЛКОВ, "Энергосервис" ООО директорĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев 25-мĕшĕнчен 21-мĕш вырăна çĕкленни ахальтен мар. Çакă пирĕн республика тĕрĕс аталану çул-йĕрне суйласа илнине кăтартать. Тин ĕçлеме тытăнакан çамрăк предпринимательсене, фермерсене аталанса пыма пулăшу кỹреççĕ, республикăра инвестици климачĕ лайăхланать. Ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнипе пушă выртакан çĕрсем юлмарĕç, выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакманни хуçалăхсене укçа пырса кĕрессине кирлĕ шайра тытса тăрать. Çакăн пек майсем туса панишĕн эпир, ял çыннисем, чунтан савăнатпăр, ĕçлес кăмăл та ỹсет.

Чăваш Ен бюджечĕ ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ. Çемье, амăшĕпе ачисен институчĕсене упраса хăварасси çине сахал мар тимлĕх уйăрнă. Регионта та, районта та нумай ачаллă çемьесен шучĕ ỹсет. Республикăра çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, спорт сооруженийĕсем, ФАПсем хута каяççĕ. Акă, республикăра хальхи вăхăтра çĕкленекен икĕ шкултан пĕри пирĕн районта, Элпуç ялĕнче, пулать. Унта ачасене вĕренме, сывлăхне çирĕплетме мĕнпур услови пулĕ.

Чи пахи - Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕ пĕр-пĕринпе туслă, ăнланса килĕшỹре пурăнни. Влаç органĕсенче вăй хуракансен тĕллевĕ - çак çирĕп туслăха упрассишĕн тăрăшса ĕçлесси. Пирĕн вара пĕтĕм ĕçре влаçа пулăшса пымалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика