Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллективсемпе тĕл пулнă, ыйтусене сỹтсе явса шута илнĕ

22 августа 2015 г.

Чăваш Республикинче кашни уйăхăн 3-мĕш юнкунĕнче Пĕрлехи информаци кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Шăпах çак кун Шупашкарта тĕрлĕ ведомствăра ĕçлекенсем районсене çитеççĕ, ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ. Сỹтсе явма палăртнă темăсене, хумхантаракан ыйтусене уçăмлатаççĕ. Августăн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ информаци кунĕнче ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынине, шкулсене çĕнĕ 2015-2016 вĕренỹ çулне хатĕрлессине, пушартан асăрханассине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обьекчĕсене кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессине сỹтсе яврĕç. Информаци ушкăнĕн членĕсем районти чылай ял поселенине çитрĕç, ĕçченсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулчĕç.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов Шурут ял тăрăхне çитрĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç. Чи малтанах Шурут ял тăрăхĕн админстрацийĕн тата вăтам шкул коллективĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Вăтам шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр, юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене çỹп-çап ыйтăвĕ, урамсенче çутă çукки хумхантарать иккен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Елена Козлова пĕлтернĕ тăрăх, урамсенче çутă çутманни пĕтĕмпех укçа-тенкĕ перекетлессипе тата çуллахи вăхăтра каçсем кĕскерех пулнипе çыхăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара урамри лампочкăсене çутаççĕ. Çỹп-çап ыйтăвĕ те уçăмланать. Ял тăрăхĕнче трактор кашни урама çитсе çỹп-çап пуçтарать, кайран ăна Комсомольскине леçет.

- Кашни кунах района рейс йĕркелеме май çук, паллах. Çавăнпа та палăртнă кунсемпе тухăçлă усă курасчĕ, - терĕ вăл.

Сентябрĕн 13-мĕшĕ суйлав кунĕ пул-нă май, информаци ушкăнĕн членĕсем кашниех унта хутшăнма тивĕç пулнине, кăмăла каякан кандитатшăн сасăламаллине те аса илтерсе хăварчĕç. Çак кун республикăра пурăнакансем ЧР Пуçлăхне тата район депутачĕсен Пухăвĕн, ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйлаççĕ.

Шурутри пĕтĕмĕшлĕ практика офисĕн коллективĕпе тата ваттисен çуртĕнче пурăнакансемпе те тĕлпулу иртрĕ. Асăннă çуртра хỹтлĕх тупнă ватăсем пурнăçа ỹпкелешсе калаçмаççĕ, хăйсене лайăх пăхнине пĕрре кăна мар асăнчĕç.

- Уй-хирте трактор-комбайн ĕçленине илтсен чун савăнать, тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ, тухăçпа савăнасчĕ, - тет пĕр кинемей калаçăва хутшăнса. Хальлĕхе "Урожай" колхозра вырма ĕçĕсене 37 процент пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлессипе те, вĕсене вăхăтра акассипе те çирĕп тимлеççĕ. Асăннă хуçалăхра ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси йăлана кĕнĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче нумай ыйтăва сỹтсе явма, хăшне-пĕрне уçăмлатма та май килчĕ. Вырăнтах татса парайманнисене шута илсе, çитес вăхăтра хурав парĕç. Ял çыннисем информаци кунĕ пĕр-пĕрин хушшинче уçă калаçу йĕркелемелли мел пулнине палăртрĕç.

Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова ертсе пыракан ушкăн Комсомольскинчи ултă организацие çитрĕ. Комсомольски райповĕн, пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкулсен, "Кооператор" производство комбиначĕн, çăкăр завочĕн тата ЛТЦ коллективĕсенче информкун темисемпе тĕлпулусем иртрĕç. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, спортпа çамрăксен политикин тата юридици секторĕсен заведующийĕсем Юрий Боровковпа Людмила Митюкова информ-кун темисене хускатрĕç. Акă, Надежда Александровна каланă тăрăх, çĕнĕ вĕренỹ çулне шкулсем пурте хатĕр. Районта сентябрĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине пурĕ 2799 ача ларĕ, иртнĕ вĕренỹ çулĕнчинчен 15 вĕренекен сахалрах. Спортзалсене юсама, шкулчченхи вĕренỹ системине модернизацилеме, "Доступная среда" программăна пурнăçлама бюджетран 6 млн та 900 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсемпе усă курса Асанкасси, Хырхĕрри шкулĕсенче спортзалсене, "Пилеш" ача садне юсанă, Хирти Мăнтăрта чỹречесене улăштарнă тата ыт. те. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче садик çулĕнчисем валли 2 ушкăн уçма тата Шурут вăтам шкулĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăнран кунĕпе ĕçлекенни тума çитес вăхăтра 7,5 млн тенкĕ уйăрмалла. Ачасене илсе çỹрекен автобуссем çине тахографсем вырнаçтараççĕ, водительсен виçĕ кунлăх вĕренĕвне те йĕркеленĕ.

Уçă калаçăва ĕç коллективĕсем хапăлласах хутшăнчĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. "Ача сачĕсенче сантехникăна çĕнетме ашшĕ-амă-шĕнчен укçа пуçтарма юрать-и?", "Кĕçĕнни икĕ çултан иртрĕ, виçĕ ачашăн паракан çĕр лаптăкне çаплипех илейместпĕр", "Иккĕмĕш шкул патне кăнтăр енчен анакан çул çук, йĕпе-сапара пылчăк çăратпăр" - çак тата ытти ыйтусене информушкăн членĕсем влаç органĕсене çитерме, вĕсене татса парассине те тĕрĕслесех тăма шантарчĕç.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертỹçи Илдус Миннетуллин Аслă Çĕрпỹел ял поселенине çитрĕ. Çак тăрăха 5 ял кĕрет: Аслă Çĕрпỹел, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Хирти Шăхасан, Йăвашкел тата Тутар Йăвашкел. Ку тăрăхри кашни ялăн хăйĕн тĕлĕнмелле историйĕ.

Илдус Миннетуллин тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев чи малтан вырăнти кирпĕч заводне çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕç. Информкун ыйтăвĕсене ĕçченсемпе тĕл пулса сỹтсе яврĕç.

"Сюрбеевский кирпичный завод" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ 1959 çултанпа ĕçлет. Аглем Халимович Ибрагимов директор завода 12-мĕш çул ертсе пырать. Кунта 14 камерăллă кăмака хатĕр кирпĕчсем кăларать. Заводра 42 çын ĕçлет, каникул вăхăтĕнче шкул ачисен те ĕçлеме май пулнă. Паянхи куна кунта 1 млн та 850 пин хĕртмен кирпĕч хатĕрленĕ, 900 пинне хĕртсе çирĕплетнĕ. Хатĕр продукцие вара завод Хусан хулине тата Ульяновск облаçне сутать. Нумаях пулмасть, Аглем Халимович пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кăларакан кирпĕч сертификаци витĕр тухса "Марка - 125" стандарта тивĕçнĕ.

Ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулне те çитсе курчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ, шкул ĕçченĕсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Шкул патне çывхарсанах кунта лайăх хуçа ĕçлени палăрать. Тирпей-илем куçа савăнтарать, йĕри-таврари чечексем хăйсем патнелле илĕртеççĕ. Шкулĕнче те таса, юсав ĕçĕсене туса пĕтернĕ, классене, коридорсене хăтлăх кỹнĕ.

Кăçал вăтам шкултан 8 выпускник тухса кайнă,13 ача пуçласа парта хушшине ларать. Шкул çумĕнчи ача садне 46 шăпăрлан килĕ. Ĕçлĕ ушкăна уйрăмах малтанхи çулсенче миçе ача пулни кăсăклантарчĕ. С.В.Антонова шкул директорĕ каланă тăрăх, ку шкулта 600-700 ача пĕлỹ пухни те пулнă, паянхи кун вара 103 ача çеç.

Илдус Миннетуллин ертсе пыракан ушкăн "Дружба" ЯХПК тата "Сюрбеево" ОООри ĕç-хĕлпе те паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, августăн 21-мĕшĕ тĕлне "Сюрбеево" ООО-ра - 370 тонна, "Дружба" ЯХПК-ра 355 тонна тырă тĕшĕлесе кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕх апачĕ те сахал мар хатĕрленĕ.

Л.ШУРЯШКИНА,

А.ЕФРЕМОВА,

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика