Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртмелле

01 августа 2015 г.

Районти хуçалăхсем утă, сенаж, силос хатĕрлеççĕ. Паян мĕнпур техника уй-хирте. Кăçал çанталăк уяр пулни çулса пăрахнă курăка вăхăтра типĕтсе кĕме май пачĕ, лаптăксем куллен пушанса пыраççĕ. Вырмана тухнисем те уяр кунсемпе усă курса ĕçе вăхăтра вĕçлес тесе тăрăшаççĕ. Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 3685 гектар кĕрхи тата çурхи культурăсене çулнă, 7253 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 20,1 центнер. Чи пысăк тухăç илекеннисем вара Ф. Хайртдинов фермер хуçалăхĕ (28,2 центнер) тата "Урожай" колхоз (24,9 центнер).

Аграрисен кулленхи ĕçĕпе туллинрех паллашас тесе район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин М.Р. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче тата "Слава" ЯХПК-ра пулчĕç.

Минзекрем Равилович пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна вĕсем 185 гектар кĕрхи тулла вырнă, пурĕ 370 тонна тĕшĕленĕ, вăтам тухăç 20 центнерпа танлашать. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче симĕс удобренипе усă курассине ĕçе кĕртнĕ. Çавна май вĕсем кĕрхи культурăсене акма клевер уйне дискласа хатĕрленĕ. Кĕрхисене акма 100 гектар çĕр хатĕр.

Минатуллин фермер хуçалăхĕнче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк-ха, 250 гектар çурхи культурăсене вырмалла, 9 гектар çĕр улми кăлармалла. "Слава" ЯХПК-ра та хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Уй-хирте комабайнсем тырă выраççĕ, çапаççĕ. Йĕтемре тăрăшакансем тыр-пула алласа пỹлмесене кĕртеççĕ. Вера Трофимова, Вера Владимирова, Галина Кокшина, Светлана Петрушкина, Надежда Шамбулина, Ирина Николаева ĕçченсем йĕтеме кỹрсе килнĕ тыр-пула уçă çĕрте нумай выртма памаççĕ, ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Алласа-сортласа тỹрех вăрлăха хураççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли те хатĕрлеççĕ.

Икĕ хуçалăха çитнĕ май Алексей Самаркин ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине, вырмана пахалăхлă ирттермеллине каларĕ.

- Пысăк тухăç уй-хир культурисене мĕнле пăхнинчен те, вĕсене апатлантарнинчен те, тăрăшса ĕçленинчен те нумай килет. Комбайнсем хире тухрĕç пулсассăн, çанă тавăрса ĕçлемелли вăхăт çитнĕ. Çитĕнтернĕ тыр-пула тăкаксемсĕр пухса кĕртесчĕ, - терĕ пĕтĕмлетсе Алексей Александрович.

Паянхи куна "Слава" ЯХПК ĕçченĕсем 98 гектар кĕрхи тулла вырнă, 149 тонна çапса тĕшĕленĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли 540 тонна утă, 1500 тонна сенаж хывнă, кĕрхи культурăсене акма 50 гектар çĕр хатĕр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика