Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: Маттур çынсем эсир, Каçалсем!

01 августа 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен пурнăçĕпе, уй-хирти ĕç-хĕлпе паллашрĕ, район çыннисен пурнăçĕпе кăсăкланчĕ.

Михаил Васильевич çулçỹреве Дубовка ялĕнчен пуçларĕ. Кунта вăл фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. "Строительные технологии" ООО (Шупашкар) тăрăшнипе кĕске тапхăрта ỹссе ларнă фельдшерпа акушер пункчĕ - ял çыннисемшĕн чăннипех пысăк парне. Районти пиллĕкмĕш ФАПра шурă халатлисем хăйсен пациенчĕсене çак кунтанах йышăнма пуçларĕç. М.Игнатьев çĕнĕ медицина учрежденине уçнă ятпа пурне те ăшшăн саламланă май республикăра кăçал модульлĕ 100 ФАП уçмалли программа ăнăçлă пурнăçланса пĕтнине палăртрĕ. Паллă мероприятие РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.Красновпа К.Мифтахутдинов, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Е.Карпеевпа А.Самаркин та хутшăнчĕç. Ял халăхĕн савăнăçне кашни çынрах сăнама пулчĕ. Уява (çаплах калас килет) туя çине таянса утакан ватăсем те, вăйпитти çамрăксем те, ача-пăча та хапăл тунă. Медицина учрежденийĕнче Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал çыннисене сиплĕç. Вăрçă ветеранĕ Сергей Совин хăйĕн сăмахĕнче таврара пурăнакан кашни çыннăн кăмăлне палăртрĕ, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ медицина учрежденийĕшĕн тав турĕ.

Михаил Игнатьевпа сумлă ытти хăнасен малалли çулĕ Элпуç ялнелле выртрĕ. Кунта регион пуçлăхĕ 165 вĕренекен вырнаçмалăх вăтам шкулăн май уйăхĕнче пуçланнă строительстви епле пынипе паллашрĕ, организаци ертỹçипе тата каменщиксемпе те калаçрĕ, ĕç условийĕсем çинчен ыйтса пĕлчĕ. "Арка" ТМЯП генеральнăй директорĕ Фагиль Шарафутдинов кунти ĕçсем пĕтĕмпех графикпа килĕшỹллĕн пынине пĕлтерчĕ. Ĕçлекенсемпе курнăçнă май вĕсене стройка ĕçĕнче асăрхануллă пулма, ĕç сыхлавне çирĕп пăхăнма ыйтрĕ, объектăн строительство пахалăхĕ çỹллe шайра пулмаллине каларĕ. "Шкул çурчĕ паянхи пурнăç таппине тивĕçтермелле, ачасене тарăн пĕлỹ илме условисем çителĕклĕ пулмалла", - терĕ вăл çирĕппĕн. Шкул çуртĕнче 40 вырăнлă ача сачĕ те пулĕ. Строительсем пĕрремĕш хутне купаласа çитернĕ те ĕнтĕ. Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 148,8 млн тенкĕпе танлашать, ăна 2016-2017 вĕренỹ çулĕ тĕлне хута яма палăртаççĕ. Элпуç ял поселенийĕнче пурăнакансем республика ертỹçине хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем сĕт хакĕпе, электричество энергийĕ парса тăрассипе Тутар Элпуçĕнчи кăлтăксемпе тата ыттипе çыхăннă. Михаил Васильевич кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ, район ертỹлĕхне вĕсене çывăх вăхăтрах татса пама хушу пачĕ.

Михаил Игнатьев Хирти Явăш тĕп шкулне те çитсе курчĕ. 1960 çулта тунă шкул çурчĕ кивĕ пулин те ăна тирпейлĕ тытнине палăртрĕ вăл. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне урайсене сăрланă, кабинетсене тирпейленĕ, вĕсем юлашки çул ачасен шавлă ушкăнĕсене хăйсен ытамне илме хатĕр.

Комсомольски ялĕнче Михаил Игнатьев "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" йăлана кĕнĕ ыркăмăллăх марафонне хаваслă лару-тăрура пĕтĕмлетме хутшăнчĕ. Ачасен нуши çине тимлĕх уйăрас ĕçе общество организацийĕсене те явăçтарни - çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Васильевич парка пухăннисене çак акцие хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ. "Ырă пуçарăва çулсерен ытларах çын, организаци-предприяти хутшăнать. Кăçал регион пурĕ 7 млн та 130 пин тенкĕ пуçтарнă. Ырă ĕç тума кашнин уçă чĕреллĕ пулмалла", - палăртрĕ вăл. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем марафон пухмачне 330 пин тенкĕ хывнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку виçĕ хут ытларах.

Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕн йĕркелỹ комитечĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов акцине кăçал 1 пин те 674 çын хутшăннине асăнчĕ. Сумлă хăнасем Комсомольскинче пурăнакан Григорьевсене çемье тĕрекне упранăшăн, тăлăх ачасене усрава илсе тĕрĕс-тĕкел, ăс парса çитĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш тĕп шкулĕсен, "Лейсан", "Пилеш" ача сачĕсен, "Асаново" ЯХПК, "Слава картофелю" агрофирма коллективĕсем те Тав хучĕсене илме тивĕçрĕç.

"Слава картофелю" ОООн "Комсомольские овощи" аргофирмин Кĕçĕн Каçал çумĕнчи уйĕнче Михаил Игнатьев ир пулакан çĕрулми пуçтарнă çĕре, кишĕр анине те çитсе курчĕ. Асăннă хуçалăхăн ертỹçи Хасият Идиатуллин каланă тăрăх, вĕсем усă куракан лаптăк кашни çул пысăкланса пырать. Паян вăл 179 гектарпа танлашать, иртнĕ çулхинчен 3,5 процент ытларах. Çĕр улми 140, пахча çимĕç 39 гектар йышăнать. Тĕнчипе малта пыракан технологисемпе усă курни, мелиораци системине хута яни тата элитлă вăрлăх акни хуçалăх ĕçченĕсене çулленех пысăк тухăç илме май парать. Халь Импала сортлă ир пулакан çĕр улмине кăларса пуçтарас ĕçре куллен 35-40 çын тăрăшать. Вĕсем республика ертỹçине ĕç условийĕсемпе, тỹлевпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.

Кунта та хĕрарăмсем ял çыннине чи хумхантаракан ыйтăва - сĕт хакĕ пирки - çĕклерĕç. "Сĕт хакĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Малашне вăл ỹсмелле. Раççейре 9 миллон тонна сĕт çитсе пымасть. Эмбарго пулнине шута илсе ĕнесен шутне ỹстермелле, чакармалла мар. Сирĕн хушăра темиçешер ĕне усракан пур терĕр, чăннипех те ỹркевсĕр, маттур çынсем эсир. Ку ыйтăва эпир куçран вĕçертмĕпĕр, сĕт пуçтаракансенчен çирĕп ыйтăпăр. Хăвăрăн та бидонсене шыв ямалла мар, хăймине сепараторпа уйăрса илекенсем те ан пулччăр. Уйрăм çынсем çапла хăтланнипе сĕтри çу хисепĕ пĕчĕк пулать", - сĕнчĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ визичĕ районти агропромышленноç предприятийĕсен ертỹçисемпе, специалисчĕсемпе тата ветерансемпе тĕл пулнипе вĕçленчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика