20 июня 2015 г.
Ачасем чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Июнĕн пĕрремĕшĕнче районти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи "Ромашка" кану лагерĕнче те 35 ача сывлăхне çирĕплетет. Ачасен канăвне интереслĕ йĕркелес тесе Н.В. Кузьмина, Е.Г. Квасова, С.В. Абукина, И.Н. Кокшина, З.М. Мударисова воспитательсем тăрăшаççĕ. Кашни кун вĕсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ: конкурссем, викторинăсем, калаçусем. Çавăн пекех уçă сывлăшра тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче лагере çỹрекен ачасемпе воспитательсем Кĕтне юханшывĕ хĕрринче экскурсире пулчĕç. Тĕлĕнмелле уçă сывлăш, юнашарах юханшыв! Чăннипех те çăтмах тейĕн çак вырăна. Кайăк-кĕшĕк ăмăртмалла юрлать, Кĕтнере пулăсем шăмпăлтатаççĕ! Йывăç-курăкпа чечексен техĕмлĕ шăрши кăкăра уçать, илемĕ куçа илĕртет. Çак кун лагере çỹрекенсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Ачасем шыва кĕчĕç, пулă тытас кăмăллисем те тупăнчĕç. У.Сорокина тата А.Сорокина "Чи нумай пулă тытакан" ята тивĕçрĕç. Вĕсем 24 пулă тытрĕç. Çавăн пекех А.Мухина, Е.Смирнова, Т.Сорокина тата К.Фомина çак ăмăртура ăсталăх кăтартрĕç.
Хамăр тăрăхра экскурсинче пулнă май З.М. Мударисова ачасене кунта ỹсекен йывăç-курăкпа паллаштарчĕ. Тăван ен историйĕпе культурине вĕрентекен И.Н. Кокшина Хырай Ĕнел, Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕсен топонимикипе кĕскен паллаштарчĕ. Ялсемпе çырма-çатра, вăрмансемпе улăхсен, кỹлĕсемпе пĕвесен, çарансемпе варсен ячĕсем паян-ĕнер çуралнă сăмахсем мар, вĕсем авалтанпах пыраççĕ, нумайăшĕн историйĕ вăрăм. Этеме таврари вырăн ячĕсем тахçанах интереслентернĕ, ăна вăл тĕпчеме тăрăшнă. И.Н. Кокшина калаçăвне ачасем кăсăкланса итлерĕç. Чылай çырма-çатра, кỹлĕ, çăл ячĕсем çинчен çỹрекен халапсемпе паллашрĕç.
Ачасем çутçанталăка упрамалли çинчен те калаçрĕç. Çав тери пысăк, çав вăхăтрах çав тери пĕчĕк планета - Çĕр - этемлĕхшĕн кил пулса тăнине пурте аван ăнланаççĕ. Çак сăмахсене вĕсем çирĕппĕнех каларĕç: "Çынсем! Çут çанталăка сыхлăр, ăна упрăр! Этем çутçанталăк ачи пулнă та, пулать те".
Источник: "Каçал Ен"