03 июня 2015 г.
Çуллахи каникул пуçланас умĕн ачасемпе вĕрентекенсем кашни çулах экскурсие каяççĕ, похода çỹреççĕ. Эпир те, Александровка тĕп шкулĕн пĕр ушкăнĕ, майăн 25-мĕшĕнче Хусан хулинче экскурсире пултăмăр. Чăннипех илемлĕ те пысăк хула иккен вăл. Чи малтанах Кремле çитсе унăн илемлĕхĕпе, мăнаçлăхĕпе пĕр тĕлĕнтĕмĕр, пĕр килентĕмĕр. Кремль историйĕ çинчен экскурсовод каласа пачĕ, интереслĕ фактсене асăнчĕ, ачасен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕ, çул çỹрекенсене Кремльти мечетпе тата чиркỹпе паллаштарчĕ, хула тăрăх та илсе çỹрерĕ. Бауман урамĕнчи ĕлĕкхи илемлĕ çуртсене, пукане театрĕн çуртне, универсиада пулнă вырăна, тутар ялне пăхса тĕлĕнтĕмĕр. Зоопаркра пултăмăр, Кабан ятлă кỹлĕ хĕррине те çитрĕмĕр.
Ачасем экскурсире пулса Тутарстан Республикин тĕп хулипе - Хусанпа - паллашрĕç, тавра курăмне пуянлатрĕç. Çак çулçỹрев нумайлăха асра юлĕ.
Источник: "Каçал Ен"