30 апреля 2015 г.
Николай Владимирович Будаков 1912 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Крестниково ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вĕсем вуннăн пĕр тăван пулнă. Николай çемьери 8 ывăлтан иккĕмĕшĕ пулнă. 14 тултариччен Александровкăри çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ.
Будаковсен çемйи 1930 çулта Баку хулине куçса кайнă. Çав хулара Николайăн тăван тетĕшĕ пурăннă мĕн. Вăл Будаковсене чи малтан хăйĕн патĕнче вырнаçтарнă. Вĕсем нефть туса кăларакан предприятире ĕçлеме пикеннĕ. Николай вара локомотивлă депора слесарьте ĕçленĕ.
1933 çулта ялсенче колхозсем йĕркеленнипе пурнăç çăмăллансан Будаковсем каялла Чăваш Ене куçса килнĕ. Техника патне пысăк туртăм пулнипе Николай Баку хулинчех юлнă. Унта вăл авланнă, аэроклубра питĕ лайăх вĕренннĕ. Алла специальноç илнĕскере инструкторта ĕçлеме хăварнă. Вăрçă умĕн вăл ытти инструкторсемпе пĕрле çар летчикĕсене хатĕрленĕ.
Вăрçă пуçлансанах, вуннăмĕш кунне, Николай авиаци полкĕн 654-мĕш каçхи çăмăл бомбардировка летчикĕсем хушшинче пулнă. Вăл Кавказ фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче, экипаж заданирен килнĕ чухне, У-2 çине тăшман зенитки тапăннă. Самолет ỹкнĕ. Шырани те тухăç паман, командовани вара самолет çунса кайнă, летчикĕ те вилнĕ тесе шутланă. Николай Будакова ăнсăртран ту тăрринче шыраса тупнă. Вăл, йывăр аманнăскер, пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă, юр ăшĕнче икĕ талăк тăнсăр выртнă. Николай Владимирович Будакова çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Ăна часрах Баку хулинчи госпитале илсе килнĕ. Унта летчика арăмĕ, Анастасия Григорьевна, пĕр уйăх пăхнă. Кăштах вăй илсенех Будаков фронта талпăнма пикеннĕ. Анчах та тухтăрсем ăна çапăçăва кĕме ирĕк паман. Коля пуçне усман, хăйĕн полкне лекес ĕмĕтне пăрахман. Вăл пурпĕрех каялла таврăннă, тăшманпа çапăçăва кĕнĕ. 1944 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Н.Будаков, М.Нагулян, Л.Уткин, Л.Гришин летчиксене тăшмана тата унăн техникине аркатма хушнă. Вĕсем истребительсен хỹтĕлевĕсĕрех кайнă. Летчиксен тăшман территорийĕпе унăн эшелонĕсем çине тапăнмалла пулнă. Паттăр летчиксем пĕрре бомбăсем пăрахса тухнă. Иккĕмĕш çаврăмра Будаков самолетне çулăм хыпса илнĕ. Машина вара пĕлĕтрен вирхĕнсе анса тăшман эшелонĕ çине пырса кĕнĕ. Çĕр çинче взрыв сасси кĕрлесе кайнă, çулăм пĕтĕм лаптăка хыпса илнĕ. Çапла Н.В.Будаков штурман, А.Е.Ефименко стрелок Н.Гастелло паттăрлăхне тепĕр хутчен кăтартнă.
Экипаж пуçне хунă хыççăн ĕçтешĕсем хăйсен юлташĕсемшĕн тавăрма тупа тунă, самолечĕсен фюзеляжĕсем çине "За парторга Н.В.Будакова" тесе çырса хунă.
Çапла майпа пуçне хунă хыççăн та Николай Будаков мĕн вăрçă пĕтиччен стройра пулнă, тăшмансемпе çапăçма чарăнман. Ăна паттăрлăхшăн Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе наградăланă.
Р.ЗАКИРОВ
Источник: "Каçал Ен"