25 апреля 2015 г.
Мĕн тери илемлĕ пирĕн чĕлхе! Шур акăш тĕкĕ евĕр çемçе те вăл, шăнкăр шыв юххи пек янăравлă та, чĕкеç чĕлхи пек çепĕç те...
Шăпах çак йĕркесенчен пуçларĕ Валентина Потапова ачасем валли хатĕрленĕ мероприятие. Ку йĕркесене вуласанах пирĕн ума Иван Яковлевич Яковлев сăнарĕ тухса тăчĕ. Чăвашла вулама пире шăпах çак пултаруллă çын алфавит туса панă, чăваш ачисем валли шкулсем уçнă. Нумай ĕмĕр чăваш халăхĕ хăйĕн кĕнекисĕр, тăван литературисĕр пурăннă. Иван Яковлевич чăваш ачисем валли "Букварь" хатĕрленĕ. Паллă педагог çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ыйтура юмахсем нумай пулăшма пултарнине те аван туйнă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ çумĕнчи ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнне çỹрекен ачасем çыравçă çинчен тата нумай усăллине пĕлчĕç. Унăн ачалăхĕпе кăсăкланчĕç. Библиотекарь ача садне "ăслă кушел" илсе килнĕ. Кушелте вара чи хаклă та паха тупра - кĕнекесем. И.Я.Яковлев çырнă "Сармантей" юмаха та ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç.
З.МУДАРИСОВА,
воспитатель
Источник: "Каçал Ен"