18 апреля 2015 г.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисемпе вулакансене иртнĕ номерте паллаштарнăччĕ. Палăртнă темăсемпе пĕрлех район пурнăçне пырса тивекен ытти ыйтусене те айккинче хăварман.
Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов ертсе пыракан ушкăн çитрĕ. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем ял поселенийĕсене çул тытрĕç.
-Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Петр Краснов Асанкасси ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Вĕсем чи малтанах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, пуçне хунă паттăр салтаксен ячĕпе палăк лартма хатĕрлекен вырăнта пулчĕç. Аслă Çĕнтерỹ уявĕччен палăка илсе килсе вырнаçтараççĕ, майăн 8-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Çак ĕçе пуçараканĕсем - Асанкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ентешсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов. Палăк эскизне те ентеш, Сергей Лукиянов, хатĕрленĕ. Унăн эскизне тĕпе хурса Шупашкарти "Сеспель" АХО палăк хатĕрлет. Паянхи куна ялти пуçаруллă çамрăксем Клим Салаев ертсе пынипе никĕс хатĕрлеççĕ, тавралăха тирпейлеççĕ. Петр Степанович пĕлтернĕ тăрăх, палăк çав тери илемлĕ пулать, вăл çăлтăр евĕр тата унтан виçĕ акăш вĕçсе тухать. Майăн 9-мĕшĕччен вара палăртнă ĕçсене вĕçлемелле, пурте пĕрле тухса экологи субботникне хутшăнмалла, йывăç-тĕм лартмалла.
Информушкăн "Асаново" ЯХПК ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ, çуракине епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Хуçалăх ертỹçи Александр Бахтеров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕсем 600 гектар çĕр çинче акма палăртнă.
Кăçал "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин проекчĕпе килĕшỹллĕн Асанкасси вăтам шкулĕн спортзалне юсаса çĕнетмелле. Çитес вăхăтра юсав ĕçĕсене пикенме те планлаççĕ.
Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Михайлова тата районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова Александровка ял поселенийĕнче пулчĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Любовь Поляковăпа тата специалистсемпе тĕл пулчĕç. Информкунăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - районта экологи субботникĕсене, йывăç кунне ирттересси, тавралăха тирпей-илем кỹресси. Экологи мероприятийĕсен тĕп пайĕ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине хатĕрленессипе те тачă çыхăннă. Александровкăра Николай Будаковпа Александр Ефименко çар экипажне халалланă палăк пур. Çĕнтерỹ кунĕччен унта тирпейлеме планланă, ялти çамрăк предпринимательсем сăрласа илемлетме укçан пулăшма шантарнă. Любовь Полякова пĕлтернĕ тăрăх, ял тăрăхĕнче экологи субботникĕсем уяв пекех иртеççĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса çăвана тирпейлеме, çул айккисене тасатма тухаççĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлеме çамрăксене тĕрлĕ майсем туса парать. Галина Михайловна экологи субботникĕсене шкул ачисене явăçтарма сĕнчĕ.
Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне çитрĕ, ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Геннадий Ефремовпа тата специалистсемпе тĕл пулчĕ. Иформаци кунĕнче сỹтсе явма палăртнă ыйтусене хускатрĕ. Экологи субботникĕсене йĕркелес енĕпе ял тăрăхĕнче нихăçан та чăрмав пулман, ял çыннисем те, шкул ачисем те унта хаваспах хутшăнаççĕ, пурте пĕрле йывăç-тĕм лартасси те йăлана кĕнĕ. Çул хĕррисене ачасем пуçтарса тăраççĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕччен ялсенчи палăксене юсаса çĕнетме тытăннă.
Комсомольски район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа "Слава картофелю" агрофирма" ТМЯО директорсен канашĕн председателĕ А.П.Капитонов Урмаел ял поселенине çитсе курчĕç. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе епле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Йăлари çỹп-çапа ялта пурăнакансем михĕсене пуçтарса пыраççĕ. Ăна поселени тракторĕпе тиесе тухса вăхăтлăх упрамалли вырăна турттараççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче ыран-паян субботника тухма хатĕрленеççĕ, çĕр типессе çеç кĕтеççĕ. Уйрăм çынсем вара çак ĕçе пуçăннă та.
Урмаелсем йывăç лартмалли уйăхлăха та çулсеренех хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул çырма хĕррисене, шкул пахчисене 240 йывăç-тĕм лартса хăварнă. Кăçал та унран кая мар лартас шухăшлă. Ял поселенийĕн специалисчĕсемпе, активпа иртнĕ тĕлпулура ушкăн членĕсем Информаци кунĕн йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç.
"Алга" кооператив председателĕ Н.Г.Мифтахутдинов çуракине епле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Паянхи куна кунта техника хире тухма хатĕр, механизаторсем çителĕклĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем тĕштырă вăрлăхне кондицие çитерес енĕпе тăрăшаççĕ. Çурхи культурăсене 520 гектар, хĕрлĕ кăшмана 10 гектар акма палăртнă. Хальлĕхе 10 тонна удобрении пур, çунтармалли-сĕрмелли материалсем вара ака ĕçĕсене вĕçлеме çитмелле.
Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче пулчĕ. Информушкăн членĕсем вăл тухăçлă тата усăллă иртнине палăртрĕç.
Источник: "Каçал Ен"