04 апреля 2015 г.
1942 çулхи август уйăхĕнче Хирти Ĕнелте пурăнакан Ульяна Леонтьевна Миронова çемйине фронтран хурлăхлă хыпар килнĕ. Унăн аслă ывăлĕ Алексей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунине пĕлтернĕ унта. Ку хыпар вĕсен çемйишĕн çеç мар, пĕтĕм ял халăхĕшĕн пысăк çухату пулнă. Пирĕн кỹршĕре, икĕ кил урлă, пурăннă вĕсем. Ашшĕ колхозра конюхчĕ, картишĕнче ăшă витесем пулнипе, колхозăн юпах тихисене усратчĕç. Паллах, вĕсене пăхма ывăлĕсем хутшăннă. Кĕркури тете чирлесе Патăрьел больницинче 1935 çулхи январьте вилнĕ.
Ульяна аппа пĕр хĕр те пилĕк ывăл çуратнă. Чи асли - Наçтаç аппа, 1918 çулта çуралнă. Вăл 1938 çулта Вырăскассине Михаил ятлă çынна качча тухнă, ывăл çуратнă, Вася ятлă. Иккĕмĕшĕ - Эçук (Алексей), 1921 çулхи, вĕсем хыççăн Ванюш (Иван), Илья, Николай кун çути курнă. Халĕ ултă пĕртăванран кĕçĕнни кăна, Николай, пурăнать.
Эçук тетен сăнарĕ пĕррехинче Патăрьелне ярмăрккăна пĕрле кайнипе яланлăхах асра юлнă. Атте, аппасем хыçалта, Эçук тете малти тăрантас ларкăчĕ çинче тилхепе тытнă, эпĕ унпа юнашар. Анаталла тилхепине хĕреслетсе аяккисенчен сĕртĕнсе илет те, лаши пуçне ухса юртма пикенет. "Вăт, лашана мĕнле хистемелле иккен", - тесе тĕлĕнетĕп ăшра.
Шăллĕ Николай Григорьевич ун çинчен çапла каласа парать:
- Ялти тулли мар вăтам шкул хыççăн тете Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕчĕ. Ăна пĕтерсен, 1939 çулта, Эçук тетене салтака илчĕç. Вăл авиации чаçне лекнĕ, Махачкала хулинче стрелок-радист специальноçне вĕреннĕ. Вара аякка вĕçекен йывăр бомбардировщик экипажĕнче службăна тăнă. Тăватă çынран тăнă экипаж: командиртан, штурманран, стрелок-радистран тата стрелок-пулеметчикран.
Тискер фашистсем Тăван çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ вăхăтра Алексей Григорьевичсен полкĕ Азербайджанри Кировобад хули çывăхĕнчи аэродромра вырнаçнă. Лару-тăру çивĕч те йывăр пулсан та самолетсем фашистсен пуçĕсем çине бомбăсем тăкма вĕçе-вĕçе кайса килнĕ. Тăшманпа еплерех кĕрешни çинчен эпир пĕлместпĕр.1942 çулхи август хыççăн амăшне посылка ярса параççĕ. Пысăках мар чăматанра Алексейĕн япалисем пулнă: летчик перчаткисем, чехолпа финн çĕççи тата кулленхи пурнăçĕ çинчен çырса пынă блокнот. Питĕ шел, çак хаклă документа упрайман - çухатнă. Сăнỹкерчĕкне пăхсан, петлицисем çинче сержант званине пĕлтерекен виçĕ виçкĕтеслĕх куратпăр.
П.Таллеров таврапĕлỹçĕ Киров поселокĕ пуçланса кайни çинчен "Савнă ялăм" ятлă кĕнеке кăларнăччĕ. Унта Алексей Григорьевич Миронов çинчен çырни те пур. Анчах вăл арпаштарнă, пĕр хушаматлă, ятлă Йăлмахва çынни çинчен каласа панă. Алексей Варсанофьевич (ăна Григорьевич тенĕ) пехотăра çапăçнă. Пирĕн ял паттăрĕ вара сывлăшра вĕçнĕ. Иккĕшĕ те Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуçĕсене хунă.
Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"