01 апреля 2015 г.
Александровка ял библиотекинче "Литературăллă Чăваш Ен: чи нумай вуланакан кĕнеке" конкурса пĕтĕмлетсе мероприяти иртрĕ.
Мероприятие Александровка тĕп шкулĕнчи 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.Маларах ачасем конкурса хутшăнакан кĕнекесемпе тĕплĕн паллашнăччĕ. Пурте пĕр саслăн пулса, "Ача-пăча тĕнчи" номинацире Юрий Сементер сăвăçпа Аристарх Дмитриев куçаруçăн "Сехетсен çĕршывĕнче" ятлă кĕнекине суйласа илчĕç. "Мĕншĕн илĕртрĕ-ха ку кĕнеке?" - тесе ыйтсан, ачасен хуравĕсем тĕрлĕрен пулчĕç. Пĕрне вăл капăр ỹкерчĕксемшĕн, теприне кĕнеке чăвашла тата вырăсла пулнипе, теприне тата математика урокĕсенче пулăшнипе ки-лĕшнĕ. "Сехетсен çĕршывĕ" тата мĕнле кăткăс та пуян! Кристина Кокшина автан-сехет çинчен çырнă сăвва юратса вуларĕ, Анна Невская хĕвел-сехет çинче чарăнса тăчĕ. "Хĕвел те, автан та вăхăта пĕлсе, ир пулнине систерсе халăха вăратаççĕ", - тĕлĕнеççĕ ачасем. Кĕнеке авторĕсем çинчен тата мĕнле кăна ырă сăмахсем каларĕç. Кĕнеке тăрăх ỹкернĕ ỹкерчĕксене те пăхма кăмăллă пулчĕ. Хăшĕ-пĕрисем тата сехет те ăсталанă. Уйрăмах Анжелика Потаповăна палăртса хăварас килет.
Киле саланнă май вĕренекенсем кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур, вăхăта хаклама мĕн ачаран вĕренмелле тесе пĕтĕмлетỹ турĕç.
В.ПОТАПОВА,
библиотекарь.
Источник: "Каçал Ен"