28 марта 2015 г.
"1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медальне вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, фашистла Германи тыткăнĕнче пулнă çул çитмен ачасем илме тивĕçеççĕ. Чăваш Республикинче паянхи куна вĕсем 24000 яхăн. Медальпе чысланă ветерансем йышĕнче пирĕн ентеш, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1931 çулта çуралнă Илья Осипович Архипов та пур.
Илья Осиповичăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Мĕн пĕчĕкренех ытти ачасемпе пĕрле вăл хирте ĕçленĕ, лаша пăхнă. 1941 çулта хаяр вăрçă пуçланнă... Ашшĕне повестка килнине, вăл тепĕр кун ирхине 3 юлташĕпе пĕрле юлан утпа вăрçа тухса кайнине питĕ лайăх ас тăвать Илья Осипович. Вăрçа ăсатнă чухне ашшĕне юлашки хут курни пирки шутламан та вăл. "Çырсах тăратчĕ. Юлашки çырăвĕ вара Орел облаçĕнчен килчĕ, писарьте ĕçлетĕп тесе çырнăччĕ...", - аса илет ветеран. Нумаях вăхăт иртмест, Архиповсен çемйине хура хут килет, Осип Архипович вăрçă хирĕнче пуçне хунине пĕлтереççĕ. Пĕрле кайнă тăватă арçынран пĕри çеç таврăнайнă çав тискер вăрçăран.
Илья Осипович ытти ял ачисемпе Хырай Ĕнел шкулĕнче вĕреннĕ. Шкул хыççăн тỹрех хире çул тытнă: вăкăрсемпе çĕр сухаланă, тыр-пул акнă, пуçтарнă, кил хыçĕнчи çĕр улми йăранĕсене çумланă. Çĕнĕ Сĕнтĕр халăхĕ вăрçă çулĕсен йывăрлăхне, тискерлĕхне хăй çинче туйнă.
Илья Осипович хăйĕн пурнăçĕнче 3 хутчен чутах пурнăçпа сыв пуллашман. Пĕрре вар-хырăм чирĕпе аптăраса больницăна лекнĕ. Амăшĕ ăна вăрттăн илсе тухса кайса килте ура çине тăратнă. Тепрехинче вăкăрсемпе хирте ĕçленĕ чухне пĕр вăкăрĕ асса кайса суха пуçĕпе лектернĕ. Сарă ỹкнипе аптрасан та вăхăтра пулăшу парса ĕлкĕрнипе çеç чĕрĕ юлнă Илья. "Вилĕм аллинчен хăтăлма юратнă анне çумра пулни пулăшнах ĕнтĕ", - тесе аса илет ветеран.
- Вăрçă вăхăтĕнче ял ачисем хире крахмал пуçтарма çỹретчĕç. Анне вара пире вĕсемпе нихăçан та яман. Вăл тăрăшнипе сĕтел çинче яланах апат пулнă. Хиртен таврăннă чухне апат пĕçерме, кил-çурта ăшăтма шĕшкĕ хуллисене хуçса пуçтарса килетчĕ. Пире юлашки çăкăр чĕллине, какай татăкне пама хатĕр пулнă вăл, - тет Илья Осипович.
Шкула Илья 7 çул çỹренĕ. Малалла вĕренме каяс ĕмĕт килте ĕç нумай пулнипе пурнăçланайман. Шкул хыççăн вара колхозра ĕçлеме пуçланă. Малтан бригадир çумĕнче, кайран 26 çул ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 1992 çулхи апрельте Илья Осипович тивĕçлĕ канăва кайнă. Вăл нихăçан та алă усса ларман. Халĕ те, 84 тултарать пулсассăн та, картишĕнче кăштăртать, пахчинче те ĕçлет.
1952 çулхи февральте Илья Осипович Ольга Григорьевна Кокшинăпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ пирки Илья Осипович ăшшăн аса илет:
- Эпир унпа нихăçан та çапăçса-вăрçăнса курман. Вăл Комсомольскинче çĕвĕ цехĕнче ĕçлетчĕ. Çав тери юрататчĕ ĕçне. Хăш-пĕр япалисене çĕлесе пĕтерме киле те илсе килкелетчĕ. Урайне сарса хурса одеялсемпе фуфайкăсене чĕнтĕрлесе çĕлетчĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ялти çынсен япалисене те кĕскетсе çĕлесе паратчĕ. Вăл чĕнтĕрлесе çĕленĕ одеялсем халĕ те сыхланса юлнă.
Илья Осиповичпа Ольга Григорьевна 5 ача çуратса ỹстернĕ. Тивĕçлĕ воспитани пама, кирлĕ профессисене вĕрентсе кăларма май çитернĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем час-часах тăван киле килсе тăраççĕ. Çемйи вара чăнахах пысăк та туслă. Илья Осипович 16 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 20 ачипе чăннипех те савăнать.
Çак ырă та сăпайлă çын пирки пĕр чарăнмасăр нумай калаçма, çырма пулать. Анчах та çав тискер çулсенче ашшĕ пуçне хунин, 10 çул каялла юратнă мăшăрне çухатнин ыратăвне сăмахпа каласа пама май çук.
Манăн вара, вăрçă пĕтнĕ хыççăн нумай çул каярах çуралнă хĕрĕн, хама ыйту парас килет: "Вăрçă пирки, Çĕнтерĕвĕн чăн хакне пĕлетпĕр-ши? Тата пулас ăру валли Çĕнтерỹ пĕлтерĕшне сыхласа хăварайăпăр-ши?" Аслă ăрăва тивĕçлĕ пуласчĕ, иртнине манас марччĕ. Иртнисĕр пуласлăх та çук-çке.
Источник: "Каçал Ен"