18 февраля 2015 г.
Иртнĕ эрнере Александровка тĕп шкулĕнче историпе право, обществознани предмечĕсене вĕрентекен Сергей Витальевич Антонов вĕренекенсемпе интереслĕ, ĕçлĕ вăйă ирттерчĕ. "Суйлав - 2015" темăна анлă çутатрĕ вăл. Урока икĕ пайран йĕркелерĕ. Пĕрремĕш пайĕнче ачасем тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç, иккĕмĕшĕнче "çавра сĕтеле" хутшăнчĕç. 8, 9-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ терминсене сỹтсе яврĕç. Суйлавра сăнавçăсем (наблюдатели) те пулчĕç. Практика пайĕнче ачасем суйлава хутшăнчĕç, хăйсене кăмăла каякан кандидатсене суйларĕç.
Лариса Макаровна Антонова суйлав комиссийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Ỹссе çитсен, шкултан вĕренсе тухсан суйлав комиссийĕн членĕсем, председатель, суйлав ĕçне йĕркелесе пыракансем пулма пултаратăр", - терĕ вăл. Суйлава 18 çул тултарнă кашни Раççей гражданинĕ хутшăнма тивĕç. Çакна вара шкул çулĕсенченех вĕренсе, хăнăхса ỹсмелле.
Источник: "Каçал Ен"