Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çулçỹревре - ял хуçалăх министрĕ

28 января 2015 г.

Январĕн 27-мĕшĕнче района ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов килчĕ. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе М.Афанасьевпа, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе И.Миннетуллинпа "Слава", "Асаново" кооперативсене, Прокопьев, Хайртдинов фермерсен хуçалăхĕсене çитсе курчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

Ун хыççăн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативĕсен ертỹçисемпе ларусен залĕнче тĕл пулу иртрĕ. Унта Сергей Павлов кун йĕркинчи ыйтусене çĕклерĕ. "Республикăра ỹсĕм япăх мар, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çакă чи малтанах çут çанталăк условийĕсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен те, вăхăтра çум курăкран тасатнинчен те нумай килет. Сăмахран, пĕлтĕр çулла çумăр пулманран уй-хир культурисем аван çитĕннĕ теме çук. Çапах та ял хуçалăх бюджетне 37 миллиард тенкĕ кĕме пултарчĕ. Манăн ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсен пуçлăхĕсене çакна калас килет: чăх-чĕп ĕрчетесси вăй илсе пынăран, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма çĕр лаптăкĕсене ỹстерме хăрамалла мар. Çĕр улмине хĕл каçарса çуркунне сутни аван. Çавна шута илсе республикăри хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче хранилищĕсем турĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе хранилище (20 процент таран укçа-тенкĕ уйăраççĕ), сĕт-çу фермисем (20 процент уйăраççĕ), пахча-çимĕç çитĕнтермелли теплицăсем туса лартма пулать", - пĕлтерчĕ министр.

Ĕçлĕ тĕл пулура районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативсен ертỹçисем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç, вĕсене Сергей Владимировичпа, Илдус Хадзятовичпа, Михаил Романовичпа пĕрле сỹтсе яврĕç.

А.КОЗЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика