Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ентешсене - наградăсем

31 декабря 2014 г.

Декабрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене республикăри чи ăста та пултаруллă 46 ентеше панă. Вĕсем хушшинче культурăпа наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, ял хуçалăхĕнче тимлекенсем, промышленноçра вăй хуракансем, врачсемпе вĕрентекенсем, нумай ачаллă çемьесем. Республика Пуçлăхĕ çынсене должноçне кура мар, вĕсен яваплăхне тĕпе хурса аслă зала пухнине каланă.

Çав кун награда илнисем хушшинче пирĕн ентешĕмĕрсем те пур. Комсомольски район пуçлăхне - депутатсен Пухăвĕн председательне, райпо совечĕн ертỹçине Евгений Карпеева "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Егорович Ефремова вара "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" Мухтав паллипе чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика