Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв паттăрĕсем манăçмаççĕ

13 декабря 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Раççейре паллă мар салтак тата çĕршыв Геройĕсен кунне халалланă мероприятисем иртрĕç. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн кĕçĕн класĕсенче вĕренекенсемпе совет салтакĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршывăмăра хăюллăн хỹтĕлени çинчен калаçу йĕркелерĕмĕр. Истори учителĕ О.Г.Сорокина ентешĕн, Кивĕ Сĕнтĕрте çуралнă Иван Смирнов пулеметчикăн тăшмансемпе çапăçнă чухнехи паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, ачасене ун çинчен презентаци кăтартрĕ.

5-мĕш класра "Хамăрăн геройсене пĕлетĕн-и?" викторина пулчĕ. Вĕренекенсем пĕлĕвĕпе тĕлĕнтерчĕç, савăнтарчĕç. Уйрăмах И.Шаринкин, И.Зайцева, А.Потапова тата А.Костяков палăрчĕç.

Пĕтĕм шкулĕпех "Çĕршыв геройĕсем" презентацине кăсăкланса пăхрăмăр. Презентаци вăрçă паттăрĕсемпе пĕрлех космонавтсем çинчен те паллаштарчĕ. Мероприятисем вĕренекенсемшĕн те, учительсемшĕн те усăллă пулчĕç. Хальхи вăхăтра аслă классем совет çарĕсене Афганистана кĕртнĕренпе 35 çул çитнĕ тĕле материалсем хатĕрлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика