06 декабря 2014 г.
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ çумĕнчи ачасен кĕске вăхăтлăх çỹремелли ушкăнĕ 2008 çулта уçăлнă. Хырай Ĕнел, Кивĕ Сĕнтĕр, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕсен ачисем килĕштерсе выляççĕ ушкăнра. Вĕсене кулленех Зульфия Мансуровна Мударисова воспитатель ăшшăн кĕтсе илет. Вăл 12 çул ачасемпе ĕçлет. Мал ĕмĕтлĕ хĕр Ульяновск хулинчи И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче пĕлỹ пухнă. Алла диплом илнĕ специалист чи малтанах Ульяновск облаçĕнчи çул çитмен ачасен реабилитаци центрĕнче вăй хунă. 2014 çултанпа вăл - кĕске вăхăтлăх çỹрекен ушкăн воспитателĕ. Зульфия Мансуровна пултаруллă, ĕçчен, ĕçе тĕплĕн тата юратса тăвакан çын. Унăн аллисем тем тума та ăста. Ачасем çỹрекен пỹлĕме вăл кĕске вăхăтрах юмахри пек туса хучĕ. Мĕн тĕрлĕ кĕтес кăна йĕркелемен-ши? Музыкăпа литература, çут çанталăка тĕпчемелли кĕтес, театрпа компьютер, спортпа вăйă кĕтесĕсем...
Ушкăна çỹрекен ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем çителĕклĕ. Хальхи пурнăç таппинчен юлмасть педагог. Акă, кăçалтан вăл ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тĕллевпе хăйĕн ĕçĕнче компьютер технологийĕсемпе усă курма тытăнчĕ. - Манăн ĕçри тĕллев вăл - ачасене шкула кайма тĕплĕн хатĕрлесси. Вĕсем вулама, çырма тата ытти нумай япалана пурнăçлама пĕлни, - тет педагог.
Зульфия Мансуровна 2005 çулта "Педагогика ĕçченĕ" конкурса хутшăнса "Çулталăк воспитателĕ" номинацире çĕнтернĕ. Вăл - наукăпа тĕпчев ĕçĕсен авторĕ те. Унăн ĕçĕсене Хисеп грамотисемпе чысланă. Ушкăна çỹрекен ачасем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть "Полна загадок чудесница природа" конкурсри "Планета загадок" номинацире Виталина Шаринкина ĕçне район шайĕнче чи лайăххи тесе хакланă. Педагог мал ĕмĕтлĕ те маттур пулни савăнтарать. Вăл - çамрăк ăрăва паха воспитани парассишĕн, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарассишĕн тăрăшакан ĕçчен. Çакна ачасем лайăх пĕлеççĕ, вăл мĕн каланине ăша хываççĕ.
Источник: "Каçал Ен"