Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçăмри чăн ырлăх - анне вĕрентнĕ ырăлăх

22 ноября 2014 г.

Комсомольски райпо канашĕн председателĕпе Евгений Иванович Карпеевпа эпир сахалтан та чĕрĕк ĕмĕр. Кашни тĕл пулурах хăйпе пĕрле ĕçлекенсем, пуçаруллă рабочисем çинчен хавхаланса та мухтаса каласа парать. "Вĕсем, вĕсем кăна предприятири ăнăçлăха, халăха мĕн кирлипе тивĕçтерес тата витĕмлĕ пулăшас ыйтăва ăнăçлă татса параççĕ", - тет вăл яланах.

Чăнах та çапла ĕнтĕ. Райпо ял çыннине паха таварпа тата апат-çимĕçпе тивĕçтерет, халăхран выльăх-чĕрлĕх тата çĕр ĕç продукцине, вун-вун тĕрлĕ чĕр тавара сутăн илсе вырнаçтарма пулăшать. Хăй туса кăларакан продукцин ассортименчĕ те анлăланса пырать. Çапах та кашни калаçурах тупăшуçăсем йышланса пыни çинчен сăмах пулатех.

- Çавна май йывăрлăхсем хушăнсах пыраççĕ пулĕ, - тетĕп куçĕнчен тинкерсе.  

- Темех мар, - хуравлать вăл яланхилле лăпкăн та танлăн. - Ун вырăнне пикенерех ĕçлеме, тупăшăва вăйлатма вĕренетпĕр, - йăл кулать тепĕр самантранах. Çакна вара темиçе сăмахпах çирĕплетсе парать. - Самана лартакан тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçласа пыратпăр. Хамăр палăртнă тупăшсене илетпĕр, ĕçлекене вăхăтра тỹлетпĕр, ытларах та ытларах укçа хыватпăр. Çулленех темиçе çĕнĕ объект хута яратпăр, вун-вун ĕç вырăнĕ уçăлать. Унăн кашни сăмахĕ тĕрĕс те витĕмлине тахçанах пĕлетĕп-ха. Çапах та ялсене каймассерен тата ахаль çынсен сăмахне илтмессеренех унăн сăнарĕ ытларах та ытларах уçăмланать.

"Вăл кирек кама та тимлĕ итлет, такама та пулăшма, ыйтнине татăклă хурав пама пĕлет", - çирĕплетет чылайăшĕ. Пĕррехинче çакна хам куçăмпа-чунăмпа тепĕр хут курса-туйса илтĕм.

...Иккĕн шăкăлтатса ларнă çĕртех пỹлĕме вăтăр-хĕрĕхсенчи арçын кĕрсе тăчĕ.

- Иртĕр, иртĕр, Василий Сидорович, - вырăн сĕнчĕ ăна хуçа ятранах чĕнсе.

- Каçарăр, Евгений Иванович, - хăюсăррăн калаçать ыйтупа кĕни. - Нумаях пулмасть пирĕн çурт-хуралтăсем çунса кайрĕç. Çитменнине страховка срокĕ те икĕ кун иртсе кайнă. Строительство материалĕсем ăçтан кăшт йỹнерехпе тупма май пуррине ыйтса пĕлес шухăшпаччĕ те...

- Илтнĕччĕ сирĕн хуйхă çинчен, - сĕтел хушшинчен тăчĕ хуçа. - Эсĕ - пирĕн хастар пайщиксенчен пĕри. Нумай пахча çимĕç çитĕнтеретĕн, пирĕн хатĕрлевçĕсене сутатăн. Апла пулсан, мĕн-мĕн тата мĕн чухлĕ кирлине саккас парса хăварăр-ха. Темиçе кунранах леçтерме тăрăшăпăр. Тен, транспорт тăкакне хамăр çине илĕпĕр. Мĕнле те пулин пулăшу ыйтса заявлени çырăр тата. Райпо канашĕн членĕсемпе пухăнса пăхса тухăпăр. Кун пек чухне никам та хирĕç пулакан марччĕ... Çакна илтсен, çуртсăр тăрса юлнă арçын куçĕсем çуталсах кайрĕç.

"Пысăк тав, Евгени Иваныч, - терĕ вăл такăна-такăна калаçнă май пуçлăха алă парса. - Ĕмĕрне те манмăттăмăрччĕ".

- Нимех те мар. Пирĕн анне яланах ырă туни ырăпах таврăнать, тетчĕ.

...Женя Александровкăпа юнашар салара (халĕ вăл сыхланса юлман) çуралнă. Пĕчĕкренех лăпкă ỹснĕ, ĕçе юратакан ачана кассипех кăмăлланă. "Çитĕнсен чăн-чăн арçын пулать" - тенĕ пулать чылайăшĕ ăна маларахах хак парса. Нимĕнле ĕçрен те хăраман вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех амăшĕпе пĕрле хирти тыр-пула çумкурăкран тасатма çỹренĕ. Кăшт аталансанах лашапа кĕлте турттарма е ытти ĕç тума хăнăхнă. Коля тетĕшĕ бригадир пулнă та кулленех ĕç тупса тăнă ун валли. Пĕчĕкле те, çитĕнсен те канлĕх кăтартман темелле.

Тен, çав хушусене пĕр пăркаланмасăрах пурнăçланăран ăна салтакран килсенех темиçе ялпа пĕрлешсе пысăкланнă "Россия" колхоз бригадирĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетеççĕ. Профтехучилище пĕтернĕ хыççăн вунă çула яхăн автомашина водителĕнче хăйне кăтартсан гараж заведующине уйăрса лартаççĕ. Унта вунă çул тăрăшнă тата аслă шкултан вĕренсе таврăннă хыççăн нумай та вăхăт иртмест, районта кăна мар, республикăра та пысăк хуçалăхсенчен пĕри пулнă "Россия" колхоз председательне суйласа лартаççĕ.  

- Юрать-ха, тăтăшла карьера ỹсĕмĕ сире пăсса яман, - юриех тĕртсе илетĕп калаçуçă-юлташăма. - Хăш-пĕрисем ун пек чухне хăйсене такама кайса хураççĕ те ĕнерхи тусĕсене те паллами пулаççĕ...

- Пире атте-анне ырра кăна, яланах тỹрĕ чунлă пулма вĕрентнĕ. Вĕсен сăмахĕ вара паян та чĕрере. Эппин каласа парам-ха Коля тетепе пулса иртнĕ пĕр пăтăрмах çинчен. Çу вĕçнелле, питех те хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче пулчĕ ку. Тете, ирхи наряд хыççăн халăха ĕçе вырнаçтарса тухнă та, ирхи апата киле таврăнчĕ. Ăна кайри пỹртре арман хуçи арăмĕ Кĕтерне аппа кĕтсе ларатчĕ.

- Коля, эпĕ санран вутă тиесе килме лаша ыйтма килнĕччĕ те, - терĕ вăл тете çиме тытăннă-тытăнманах. Ачасене юлашки виçĕ-тăватă пуленепе апат пĕçерсе патăм. Вут-шанкине ял çумĕнчи вăрмантан илсе килесшĕн.

- Кĕтерне аппа, ыранччен тăраймăр-ши? Лашасене веçех валеçсе пĕтер- тĕм, - терĕ тете аллинчи кашăкне сĕтел çине хурса.

- Мĕн терĕн эсĕ, Коля?! - аллинчи йĕтĕрĕпе сулла-сулла вăркăнса тухрĕ анне малти пỹртрен. - Хуть те мĕн ту, анчах аппуна паянах вутă кỹртерсе пар. Унсăрăн...

Тете çавăнтах сĕтел хушшинчен тухрĕ те лаша ферминелле чуптарчĕ.

- Пăх-ха эс ăна, - ун хыçĕнчен хăй тĕллĕн калаçса юлчĕ килти лапша хатĕрлекен анне. - Пĕлесчĕ сирĕн унăн мăшăрĕ çыншăн епле тăрăшнине. Çĕрле-и, кăнтăрла-и, - кирек хăçан та ял халăхне паха çăнăхпа тивĕçтеретчĕ.

- Шел, пурнăçĕ кĕске пулчĕ унăн, - аннепе килĕшсе пăшăлтатрĕ Кĕтерне аппа, мăшăрĕ вилнĕ хыççăн çыхнă хура тутăрне те салтманскер.

Кайран каласа панă тăрăх, тете фермăна çитичченех пĕр çамрăк лавçа тытса чарать. "Иртерех утă турттарма тытăнма хамах хушрăм та-ха, анчах тăхта. Халех ял çумĕнчи вăрмантан Якур тете мăшăрне вутă илсе килсе пар. Сана пулăшма тепĕр икĕ çамрăка та ярăп", - тет вăл хыпаланса. Кайран киле таврăнать те арман хуçин арăмне çийĕнчех вутă леçсе пани çинчен евитлет.

- Маттур, сăваплă ĕç турăн, - терĕ анне ăна пурте каçхи апата ларсан. - Сан вырăнăнта пулсан Якур та çаплах тунă пулĕччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл "Добряк" хушма ятпа çĕре кĕчĕ. Пурне те ырă кăна тунă вăл.

Хам та астăватăп, Якур тете çĕрне те, кунне те арманта ирттеретчĕ. "Урăхла май çук, - тетчĕ хăй. - Пирĕн Кĕтне, пысăк юханшыв пулмасан та, вăхăт-вăхăт кăтăрса та кайма пултарать... Чăннипе çапла пулчĕ те пĕррехинче, шалкăм çумăр вăхăтĕнче. Пĕвене шыв ытлашшипех тулса çитнĕрен арман чулĕ чикĕрен тухса кайса çаврăнать. Якур тете ăна пысăк тимĕрпе (лумпа) тĕревлесе лăплантарма тытăнать кăна, чул ванса каять. Унăн татăкĕсенчен пĕри арманçăн пилĕкĕнчен аяларах çемçе вырăна вирлĕн килсе лекет. Якур тете çавăнтах хыттăн кăшкăрса тỹнсе каять. Ăна, йывăр аманнăскере, хăрушсăр вырăна илсе тухса вырттараççĕ. Анчах вăл медиксем киличченех, тăна кĕреймесĕрех, ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Çапла вара пĕр кĕтмен çĕртенех унăн сак тулли ачи-пăчи çурма тăлăха тăрса юлать...

Унтанпа темиçе вунă çул та иртнĕ ĕнтĕ. Анчах Евгений Иванович амăшĕ "Çынна ырă кăна тумалла. Ырă туни кирек хăçан та ырăпа таврăнать" тесе вĕрентнине паян та чĕринчен кăлармасть. Хăй чĕрере тытать кăна мар, ыттисене те амăш каланă сăмахсене аса илтерсех тăрать. Час-часах хăйĕнчен çапла хушса хурать: "Кăмăллă пулма укçа кирлĕ мар, анчах ăна пурте пысăка хурса хаклать".

Суту-илỹпе ытти комплекссем (апат-çимĕç комбиначĕ, йăла çурчĕсем, ресторан, кафе-столовăйсем) Комсомольскинче кăна мар, аякри ялсенче те ỹкерчĕкри пек хăтлăхпа тата илемпе илĕртеççĕ. "Вĕсем патне килсе тухаканран пĕри те шала кĕмесĕр иртсе каяймасть, - çирĕплетсех калать Евгений Иванович. - Туянмасăр е пĕр-пĕр пулăшу мелĕпе усă курмасăр та тухаймасть вара"... Вăл райпона ертсе пынă çулсенче çĕнетнĕ е çĕнĕрен тунă объектсем пирки ыйтсан кĕскен кăна çапла хуравларĕ. - Питĕ нумай тунă, çĕнетнĕ. Анчах пурне те мар-ха. Тумалли тупăнсах тăрать вĕт. Вăхăт ыйтăвне кура... Çавна пулах пирĕн тавара ял халăхĕ кăна мар, пуçласа ĕçе тытăнакан предпринимательсем те илеççĕ. Апла пулсан, пирĕн хаксем нумайăшне çырлахтараççĕ. Кỹршĕ районсенчи потребительсен обществисем йывăрлăха лексен вĕсен пайщикĕсене те мĕн кирлине çитерсе пани пĕрре çеç мар пулнă.

- Эпир пĕлнĕ тăрăх, эсир пĕр ял хуçалăх предприятине пĕтĕмпех арканасран çăлса хăварнă. Мĕнлерех пулса иртрĕ çакă? ..."Россия" колхоз никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ пилĕк ЯХПКран пĕри тĕлĕнмелле парăмсене кĕрсе ỹкнĕччĕ. Кредиторсем сăвакан пĕр кĕтỹ ĕнене - 170 пуç - арестлеме хатĕрленнĕ. Хăраса ỹкнĕ, темиçе уйăх ĕç укçи те илмен колхозниксем мана, район пуçлăхĕ те пулнине шута илсе, епле те пулин пулăшма йăлăнчĕç. Эпĕ, хăй вăхăтĕнче çав колхоза вунă çула яхăн ертсе пынăскер, хуçалăха шырланран туртса кăлармалли майсем шырама пуçларăм. Райпо канашĕпе тата правленипе калаçса татăлса ЯХПК парăмĕсене хамăр тỹлесе татрăмăр. Миллион-миллион тăкакĕсене хуçалăхра туса илнĕ продукципе саплаштарса пытăмăр. Ара, хăй вăхăтĕнче хамăрах фермăри кĕтĕве те ăратлисемпе çĕнетнĕччĕ те. Лайăх витесем те, выльăх-чĕрлĕхе усрама çулсеренех паха апат та çителĕклĕ янтăланă, тупăш та нумай илнĕ те...

Халĕ хуçалăх, унчченхи пекех, ура çине çирĕп тăчĕ. Ĕçлекенсем йĕркеллех ĕç укçи илеççĕ. Çак ырă ĕçшĕн райпо коллективне ял çыннисем чĕререн тав тăваççĕ. Çав вăхăтрах... Хуçалăха салатакансем... райпона тĕрлĕ инстанцисенче пысăк шыравсем тăратрĕç. Мухтав Турра, тĕрĕслĕхпе йĕркелĕх çиеле тухрĕ. Эпир халăха ырă туни ырăпа таврăнчĕ.

- Çапах та чĕре ыратни, пăшăрханни пулнах ĕнтĕ... - Паллах. Ун вырăнне хуçалăхра ĕçлекен вун-вун çын тавĕ, ăшă сăмахĕ пире хăват парса тăрать, чăн-чăн мăнаçлăх çуратать. Анне хама пĕчĕклех ырри çинчен шутлама, пурнăçра ырă кăна тума хăнăхтарнишĕн шăпама тав тăватăп. Хамран çапла пĕтĕмлетсе калас килет: çав ырăлăх, чунлăх, çынна юратни тата пархатарлăх Евгений Ивановича çитмĕл çулта та хăйне çирĕп туйма, райпо председателĕн çăмăл мар лавне ăнăçлă туртма та, район пуçлăхĕн пысăкран та пысăк яваплă ĕçне те тивĕçлипе пурнăçлама пулăшса, вăй-хал парса тăрать.

Е.И.КАРПЕЕВ - Чăваш Енре те, Раççейре те сумлă ертỹçĕсенчен пĕри. Ăна нумай-нумай Дипломпа, Хисеп грамотипе наградăланă. Вăл "Чăваш Республикин йăла сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хальтерех кăна, РФ Президенчĕн кăçалхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчи Указĕпе, ăна "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн иккĕмĕш степеньлĕ медалĕпе наградăланă.

Анатолий Тимофеев

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика