Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ăнсан юрлас килет

12 ноября 2014 г.

Çивĕч ăс-тăнлă, çыпăçуллă чĕлхе-çăварлă, тимлĕ, чăтăмлă, уçă та ырă кăмăллă çын çеç пĕрмаях халăх хушшинче ĕçлеме пултарать. Çак пахалăхсем Перекет банкĕн тытăмĕнче вăй хуракансене уйрăмах кирлĕ пек туйăнать мана. Ара, кунта кун каçа çĕр-çĕр çын тĕрлĕ ыйтупа килет-çке. Пĕрин аякри хулари тăванне е çывăх çыннине укçа куçармалла, иккĕмĕшĕн кредит, виççĕмĕшĕн коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлемелле, теприсен тата урăх ыйту... Килекенсем тепĕр чух ĕçлĕ хутсене, квитанцисене мĕнле çырмаллине пĕлейменни те пулать, ку енĕпе уйрăмах ватăраххисене пулăшу кирлĕ, çавăнпа пĕр-пĕр ĕç пурнăçланă хушăрах клиентсене ăна-кăна ăнлантарма та тивет.

Перекет банкĕн районти уйрăмĕн ялсенче те филиалĕсем пур: Александровкăра, Асанкассинче, Аслă Çĕрпỹелте, Çĕнĕ Мăратра тата Шурутра. Ирина Зайцева вара Александровкăри филиалта тăрăшать, вăл - уйрăм çынсемпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист. Çак ĕçре Çĕнĕ Сĕнтĕр хĕрĕ 2005 çултанпа тимлет. Хăй банк тытăмне епле килсе лекнине çапла аса илчĕ вăл:

- Фермăра пăру пăхаканра ĕçленĕ хушăрах, аслă пĕлỹ илес тĕллевпе, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Виççĕмĕш курса куçнăччĕ ĕнтĕ, Перекет банкĕн Александровка ялĕнчи уйрăмĕнче ĕçлекен Л.Н.Чудина ман пата пычĕ. Унта штат хушса панă-мĕн те, çын шырать. Килĕшрĕм, унпа пĕрле ĕçлеме пикентĕм. Людмила Николаевна маншăн - чи лайăх наставник, вĕрентекен. Кашни цифрăна, кашни операцие тĕп-лĕн ăнлантарнипе çĕнĕ вырăнта хăнăхма та çăмăл пулчĕ. Ĕçĕм мана питĕ килĕшет. Перекет банкĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ Елена Кополухина, коллектив яланах пулăшма хатĕр пулнипе хамăн тивĕçĕмсене питĕ хăвăрт хăнăхрăм. Халăхĕ те лайăх пирĕн, пĕр чĕлхе тупма çăмăл.

Чăнах та ĕнтĕ, çамрăк çынна кирек мĕнле çĕнĕлĕхе та алла илме çăмăлрах. Уйрăмах хальхи условисенче, компьютер ĕмĕрĕнче, вĕренмелли темле меслет те пур, интернет урлă та, дистанциллĕ майпа та хăвна кирлине тупса вулама, итлеме, пуçа хывма пулать. Ирина Зайцева та çак майсемпе анлăн усă курнă, çивĕч ăс-тăнне тата çут çанталăк панă пултарулăхне усă курса кĕске хушăрах квалификациллĕ специалист пулса тăнă. Халь ĕçтешĕсем ăна вăл е ку ыйтăва парсан ỹркенмест маттур хĕрарăм, хаваспах хăй пĕлнине каласа ăнлантарать. Çапах "ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен" тенине те манмасть, пĕлĕвне тăтăшах тарăнлатса пырать.  

Банк пулăшăвĕсемпе пурте усă курайччăр тесе филиалта та кирлĕ условисем туса панă. Кунта коммуналлă тỹлевсене, налуксемпе штрафсене йышăнаççĕ, пенси илме те, укçа куçарма-илме те пулать. Пĕр сăмахпа, район центрне çỹремесĕрех çак ыйтусене татса параятăн. Тунти кун, кĕçнерни кун тата эрне кун хăйсен тăрăхĕнчи çынсене йышăнать пулсан, ытти кунсенче Комсомольскине, Перекет банкĕн районти уйрăмне, васкать тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, уçă кăмăллă хĕрарăм. Пĕр-пĕр филиалти ĕçтешĕ отпуска кайсан та унта яраççĕ И.Зайцевăна, вăл хуть ăçта та хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине клиентсем те палăртаççĕ.

Чи асра юлнă самант çинчен аса илме ыйтсан Ирина банк тытăмĕнчи пĕрремĕш ĕç кунне асăнчĕ. - Ĕçе тухсан пĕрремĕш кунах Людмила Николаевна мана 5 тенкĕлĕх 1000 штук тимĕр укçа шутлама хушрĕ. Икĕ хутĕнче, те пăлханнипе, те хăранипе, тухмарĕ, виççĕмĕшĕнче кăлартăм-кăлартăмах шутласа, - тет халь Ирина Николаевна йăл кулăпа.

Ĕçрен пушă самантра та Ирина Зайцеван пурнăçĕ вĕресе çеç тăрать. Паллах, хĕрарăмшăн тĕп вырăнта - çемье. Мăшăрĕпе Сергейпе икĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Хĕрĕ Елена тивĕçлĕ пĕлỹ илсе Мускавра "Полифарм" организацире тăрăшать, Дима вара 7-мĕш класра вĕренет, ашшĕ-амăшне хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Килти ĕçсене тирпейлесен юрра-ташша кăмăллакан Ирина культура çуртне васкать. Вăл - "Родники" фольклор ансамблĕн солисчĕ. Банк ирттерекен спорт мероприятийĕсенчен нихăçан та айккинче юлмасть вăр-варскер. Ялти суйлавçăсем ăна Александровка ял поселенийĕн депутачĕ пулма шаннă, çак шанăçа тỹрре кăларма чунтан тăрăшать Ирина Николаевна. Ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнать, таврари тирпей-илемшĕн тăрăшать, хăй патне мĕнле те пулин ыйтупа пынă çынна пулăшусăр нихăçан та ямасть. Лайăх специалист, савнă мăшăр, юратнă анне, шанчăклă юлташ, пурнăçа чĕререн юратакан çын вăл.

Ун пек маттур ĕçченсем Перекет банкĕн тытăмĕнче пайтах. Паян - вĕсен професси уявĕ, Раççей Перекет банкĕн ĕçченĕсен кунĕ. Çак ятпа районти банк ĕçченĕсене саламласа ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшỹ, тĕнчере тăнăçлăх, ансат мар ĕçĕрте çитĕнỹ сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика