Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç

23 августа 2014 г.

Августăн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисемпе вулакансене иртнĕ номерте паллаштарнăччĕ. Палăртнă темăсемпе пĕрлех район пурнăçне пырса тивекен ытти ыйтусене те тимлĕх уйăрнă.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов ертсе пыракан ушкăн çитрĕ. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем ял поселенийĕсене çул тытрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Петр Краснов Александровка ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пирваях хăнасем кăçалхи çĕртмен 24-мĕшĕнче уçăлнă фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç. Пире хирĕç пулнă ватăсем çĕнĕ ФАПа çỹреме кăмăллă пулнине, медицина ĕçченĕсем вĕсене ăшшăн йышăнса кирлĕ пулăшăва тивĕçлĕ шайра панине пĕлтерчĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ вара Киров поселокĕнчи клуба упраса хăварма ыйтрĕ. Ĕçĕ акă мĕнре. Çуртăн стенисем çурăлнипе мачча хăмисем каштаран тухса кайнă, çын утса иртнипех çỹлтен керамзит тăкăнать. Строительство ĕçĕсене тунă чухне ыйтнисене пăхăнманнипе, çанталăк условийĕсемпе тата клуб çуртне вунă çул хутса ăшăтманнипе те çыхăннă юхăну сăлтавĕ. Паллах, кун пек çĕрте массăллă мероприятисем ирттерме мар, ĕçченсене кĕрсе çỹреме те хăрушă. Çавăнпах ятарлă службăсем клуба хупма йышăннă. Ял çыннисем культура вучахне сỹнтересшĕн мар, çавăнпах пуçлăхсенчен пулăшу ыйтрĕç. Хыснаран уйăрма пулмасан хăйсем укçа пуçтарса ниме йĕркелеме те хатĕр вĕсем. М.Р.Афанасьевпа П.С.Краснов тата Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова юсав ĕçĕсем мĕн хака ларнине шутласа пăхма, май тупса пулăшма шантарчĕç.

"Слава" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕпе М.А.Буслаевпа вырма епле пыни пирки калаçу пулчĕ. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 346 гектарне е мĕнпур лаптăкăн 51,6 процентне çулса пухнă. Тухăç 19,9 центнерпа танлашать. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 405 тонна утă, 390 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кĕрхи культурăсене 150 гектар акма палăртнă, çĕрне хатĕрленĕ. Вырăнти ертỹçĕсене штурмовик летчиксене асăнса Александровка ялĕнче лартнă самолет-палăкăн шăпи пăшăрхантарать. Хĕрĕх çула яхăн каярах вырнаçтарнăскерĕн вăл е ку пайĕсем паян кунччен çĕнĕ тăманни паллă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне постаментне те юсамалла, çирĕплетмелле. Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне кирлĕ ĕçсене туса ирттересшĕн.

Хайртдинов фермер выльăх-чĕрлĕх фермин строительстви валли патшалăх грантне çĕнсе илнĕ. Малтан планланă тăрăх, çак объект хальччен хута каймаллаччĕ те ĕнтĕ. Анчах кунти ĕçсем вĕçленесси пăхсан та курăнмасть-ха. Информкун тĕлне те лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнсех каймарĕ, çакăнпа ĕçлĕ ушкăн та кăмăлсăр юлчĕ.

Комсомольски район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна михайлова тата çак службăн районти центрĕн директорĕ Галина Воронова Шурут ял поселенине çитсе курчĕç. Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.И.Козлова йыхравланипе ушкăн Шурут вăтам шкулĕнче учительсемпе, социаллă сферăра ĕçлекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă, Информаци кунĕн йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнă. Ял çыннисемпе педагогсене вĕрентỹ теми уйрăмах кăсăклантарнă, ĕçлĕ ушкăн представителĕсем вĕсен ыйтăвĕсем çине çийĕнчех тĕплĕ хуравсем панă. "Урожай" колхоз председателĕ А.Н.Ершов вырма епле пынипе паллаштарнă. Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче пулчĕ. Вăл тухăçлă тата усăллă иртнине палăртрĕç информушкăн членĕсем.

Редакцирен: информушкăн ертỹçинчен П.С.Красновран илнĕ интервьюпа çитес номерте паллашма пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика