Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анна аппан 95 çулхи юбилей

16 августа 2014 г.

90 çула çитнĕ ентешĕмĕрсене Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран саламсем килеççĕ те килеççĕ. Августăн 13-мĕшĕнче çĕршыв ертỹçин саламĕ Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Анна Яковлевна Казакова патне те вĕçсе çитрĕ. Ун патне çырăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова çитерсе пачĕç. Вĕсем юбиляра сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç, вăрăм ĕмĕр сунчĕç, хаклă парнесем пачĕç.

Анна Яковлевна Кивĕ Сĕнтĕрте çуралса ỹснĕ. Унăн шăпи çăмăл килнĕ тесе калаймăн, самана сакки утьăкка сиктермен. Хĕр пỹне кĕрсен, ырра шанса пĕр ял каччипех мăшăрланнă. Анчах çемье телейĕ нумая пыман: упăшкипе уйрăлса кайнă, хĕрĕ вилнĕ. Пĕччен юлнă хĕрарăма тăван тăрăхра текех ним те тытса тăман, вăл пурăнма хулана тухса кайнă. Пенси çулне çитсен çеç тăван яла таврăннă, хăйĕн шăпине Турра шанса панă, чиркỹ çынни пулса тăнă. Паянхи кун вăл пĕр тăванĕн хĕрĕ патĕнче пурăнать, хăйне вăрăм ĕмĕр парнеленĕшĕн Турра тав тăвать.

                                                                                                                                                                                                                                 (ХАМĂР ИНФ.).

Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина:

- Паянхи кун тĕлне Комсомольски районĕнче 90 çултан иртнисем 124-ăн пурăнаççĕ. 90-рисем - хĕрĕхĕн, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - арçынсем. 95 çула çитнĕ вун пĕр çын хушшинче вара пĕр ар çын çеç, Шурут ялĕнчи Николай Васильевич Васильев ветеран. Кăçал пĕр ĕмĕр тултарнисем виççĕн: Лидия Константиновна Гаврилова (Аслă Çĕрпỹел), Мария Назаровна Копташкинапа Надежда Спиридоновна Леонтьева (иккĕшĕ те асанкассисем). Урмаелĕнчи Зейнебану Насртдиновна Гайнутдинова вара - районти чи нумай пурăнакан çын, вăл кăçалхи октябрь уйăхĕнче 102 çул тултарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика