Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çур çулăн кăтартăвĕсем

13 августа 2014 г.

Нумаях пулмасть республика Правительстви бюджета пурнăçланă пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленине йышăннă, ĕç тăвакан влаç органĕсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета пĕтĕмпе тупăшсем тăрăх 21 млрд та 230 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку çулталăк планĕн 50,6 проценчĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ỹсĕм 4 процентпа танлашнă. Харпăр хăй тупăшĕсемпе 13 млрд та 345,4 млн тенкĕ илнĕ, ỹсĕм - 4,8 процент. Чăваш Республикин консолидациленĕ бюджечĕн харпăр хăйĕн тупăшĕсен тытăмĕнче кăçалхи I çур çулта налук тупăшĕсем 87,3 процент йышăннă, налук шутланман тупăшсем - 12,7 процент.

Республикăн консолидациленĕ бюджетне кĕнĕ налук тупăшĕсен калăпăшĕ 11648,1 млн тенкĕпе танлашнă, çакă пĕлтĕрхинчен 2,7 процент ытларах. Организацисен тупăшĕ çине хывнă налуксем 2516,2 млн тенкĕ кĕнĕ (5,5 процент ытларах), уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хывнă налуксем - 4803,6 млн тенкĕ (9,1 процент нумайрах). Саплавсăр укçа-тенкĕ калăпăшĕ 7884,6 млн тенкĕ пулнă, 2013 çулхинчен 2,6 процент ытларах. Республика бюджечĕн тăкакĕсем вара кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20 млрд та 495,4 млн тенкĕпе (çулталăк планĕн 43,7 проценчĕпе) танлашнă, çакă иртнĕ çулхинчен 10,9 процент нумайрах пулнă. Килнĕ укçа-тенкĕпе усă курас енĕпе патшалăх влаçĕн пур органĕсен тухăçлă ĕçĕ консолидациленĕ бюджетăн профицитне чакарма май панă, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 734,6 млн тенкĕ пулнă. Тăкаксен тĕп пайĕ çак сферăсене пырса тивет: вĕренỹ - 36,6 процент (2013 ç. - 35,4 процент); социаллă политика - 17,5 (пĕлтĕр - 20,4); наци экономики - 14 (иртнĕ çулта - 13); сывлăх сыхлавĕ - 15,7 (2013 ç. - 16,8). Кăçалхи ултă уйăх хушшинче вĕренỹ валли 7499,8 млн тенкĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 114,6 процент) уйăрнă. Укçа-тенке вĕренỹ учрежденийĕсене реконструкцилеме, вĕсен ĕç-хĕлне тивĕçтерсе тăма, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне ỹстерме тата ытти тĕллевпе тăкаклаççĕ. Кăçал республикăра шкул çулне çитменнисен 14 учрежденине (2616 вырăнлăх) хута яма, капиталлă юсав тунă хыççăн 1060 вырăн йĕркелеме тата 1464 вырăнлăх 9 ача садне çĕклеме (реконструкцилеме) пуçлама палăртнă. Социаллă политика валли пĕрремĕш çур çулта 3594,2 млн тенкĕ (пĕлтĕрхи шайăн 95,3 проценчĕ) уйăрнă. Укçа-тенке социаллă тивĕçтерỹ, хỹтĕлев валли, социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерме, тĕрлĕ тỹлевсем валли, граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме тата ытти çĕре янă. Çапла майпа ултă уйăхра 2600 ытла çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Сывлăх сыхлавне ку тапхăрта 3215,9 млн тенкĕ (пĕлтĕрхин 103,5 проценчĕ) уйăрнă. 2014 çулхи ултă уйăхра республикăра фельдшерпа акушер 5 пунктне хута янă, август вĕçĕччен тата 15-шне ĕçе кĕртмелле. Кăçал пĕтĕмпе 43 фельдшерпа акушер пунктне уçма палăртнă. Сывлăх сыхлавĕн 8 учрежденийĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ.

Çул-йĕр хуçалăхне илсен I çур çулта 14,2 км çула юсанă, вĕсенчен 6,2 км - ял тăрăхĕсенче. Ял хуçалăхне аталантарас тесе 60649 тавар туса илекене пулăшнă, вĕсенчен 808 организаципе хресчен фермер хуçалăхне тата хушма хуçалăх тытакан 59841 граждана. Паянхи куна Чăваш Республики экономика ỹсĕмĕн улшăнман тенденцине тытса пырать, ĕç шалăвĕ ỹсет, уйрăм бизнес аталанать, кун пирки республикăн налук потенциалĕн индексĕ çирĕплетсе парать: 2006-2009 çулсенче вăл 0,404-па танлашнă, 2014 çулта вăл 0,496 пуласса шанаççĕ.

Пирĕн республикăра ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, уйрăмах уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕ енĕпе. Хальхи вăхăтра çак тỹлев виçи республикăра 1082 тенкĕпе танлашать, кунсăр пуçне стационар телефонĕпе усă курнăшăн 220 тенкĕ компенсаци параççĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче ку тỹлев чи пысăкки шутланать. Кỹршĕсемпе танлаштарма: Мари Эл республикинче ĕç ветеранĕсене паракан социаллă тỹлев 823 тенкĕ, Мордовире - 796, Тутарстанра - 1087, Чулхула облаçĕнче - 1228, Ульяновск облаçĕнче - 806 тенкĕ. Эпир пенси вăхăтне çитнĕ, "ĕç ветеранĕн" статусне илнĕ çынсен шучĕпе те уйрăлса тăратпăр. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне ку цифра 128,2 пин çынпа е пенси вăхăтне çитнĕ мĕн пур çыннăн 46,4 проценчĕпе танлашать. Ытти çĕрте ку цифра пĕчĕкрех: Тутарстанра - 28 процент, Мордовире - 30,7, Мари Элта - 38,8 процент. Пĕтĕмпе вара Чăваш Енре 168,6 пин ĕç ветеранĕ пурăнать. 2013 çулта уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 1 млрд та 821,6 млн тенкĕ тăкакланă, кăçал ку тĕллевпе 1 млрд та 964,6 млн тенкĕ тăкаклама пăхса хунă. Регион федераллă конкурссене хутшăнать, экономикăн чăн секторне укçа уйăрма тăрăшать. Енчен те 2013 çулта республика инвестицисем валли 5,458 млрд тенкĕ уйăрма пултарнă пулсан, тĕрĕслетнĕ даннăйсем тăрăх кăçал ку кăтарту 7 млрд тенкĕ ытла пулмалла.

Чăваш Ен "дотаци регионĕ" пулнине никам та хирĕçлемĕ. Республикăра пурăнакансем умĕнчи бюджет обязательствисене пурнăçлама çăмăлах мар, пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене укçа уйăрас тесен кредит организацийĕсенчен пулăшу ыйтма тивет. Анчах та Чăваш Республикин правительстви "кивçен ил, анчах перекетле" позицие пăхăнать. Çавăнпах 2014 çулта патшалăх парăмне тивĕçтермелли тăкаксене 25 млн тенкĕлĕх чакарасшăн.

Халăхсем хушшинчи ертсе пыракан рейтинг агентствисен кредит рейтингĕ республика ертỹлĕхĕн ĕç тухăçлăхне кăтартса парать. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Шупашкарти VII экономика форумĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен уçă регион тата шанчăклă партнер пулнине пĕлтерчĕ. Ку сăмахсене Moody,slnvestorsService тата FitchRatings рейтинг агентствисен пысăк рейтингĕсем çирĕплетеççĕ. Асăннă агентствăсем рейтинг хаклавне çулсерен ирттереççĕ, юлашки çичĕ çул хушшинче вĕсене республика стабильлĕ прогнозпа çирĕплетет. Халăхсем хушшинчи рейтинг агентствисен пысăк хаклавĕ тата пĕлтерĕшĕ пирки пĕлекен специалистсем те республика влаçĕн ĕç-хĕлне асăрхасах тăраççĕ.

Евгений Чернов, райадминистрацин финанс уйрăмĕн начальникĕ:

- Район бюджетне кăçалхи январь - июнь уйăхĕсенче епле пурнăçлани пирки сăмах пуçарас-тăк лару-тăру çапларах. Çулталăкра 334551 пин тенкĕ тупăш илме палăртнă пулсан, плана 181576 пин тенкĕлĕх (57,3 процент) пурнăçланă. Налук тата налук шутланман тупăшсем кăçал çур çулта 32949,5 пин тенкĕ (пĕлтĕр - 35747,2 пин тенкĕ) кĕнĕ, çакă çулталăк планĕн 41,3 проценчĕ шутланать. Уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хывнă налук пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 85,5 процент (21824,7 пин тенкĕ), налук шутланман тупăшсем 83,1 процент (1931 пин тенкĕ) кĕнĕ. Саплавсăр укçа-тенкĕ вара 148627 пин тенкĕ килнĕ, ку çулталăк планĕн 62,7 проценчĕ пулать. Тăкаксем пирки калас-тăк, вĕсем 180974 пин тенкĕпе (çулталăк планĕн 53,1 проценчĕ) танлашнă. Бюджет профицичĕ вара 602265 пин тенкĕ пулнă. Кăçал физкультурăпа спорт валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă - 300 пин тенкĕ (2013 ç. - 200 пин тенкĕ), июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак суммăн 63,3 проценчĕпе усă курнă.

                                                                                                                                                                                                                               Л.ГЕОРГИЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика