Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт форумĕ Чăваш Енре иртет

13 августа 2014 г.

 Тĕнче шайĕнчи "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум кăçал Шупашкарта октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет. Çавăн пекех Чăваш Ен тĕп хулинче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тимлекен совет ларăвĕ те пулать. Çакăн çинчен калакан документа çĕршыв ертỹçи Владимир Путин августăн 6-мĕшĕнче алă пуснă.

Асăннă мероприятие Раççей Президенчĕн 2009 çулти июлĕн 27-мĕшĕнчи 863№-лĕ Указĕпе килĕшỹллeн йĕркелĕç. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тимлекен советăн ларăвĕ форум уçăлнă кун, октябрĕн 9-мĕшĕнче, пулать. Унта физкультурăпа спорт сооруженийĕсен пурлăхпа техника никĕсне 2016-2020 çулсенче пуянлатас, Раççейри официаллă физкультурăпа спорт мероприятийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарас ыйтусене пăхса тухма палăртнă.

Чăваш Ен çак енĕпе тĕллевлĕн ĕçлет, нумай кăтартупа çỹлти вырăнсене те йышăнать. Физкультурăпа спорта аталантарассинчи, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинчи çитĕнỹсемшĕн 2013 çулхи пĕтĕмлетỹсемпе Чăваш Республики пĕрремĕш хут Раççей Федерацийĕн Правительствин "Чи лайăх спорт регионĕ - 2013" премине тивĕçнĕ. 2012 çулта вара çĕршыври регионсем хушшинче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелес енĕпе республика Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. ЧР Спорт министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2013 çулта республикăра пурăнакансен 32,2 проценчĕ, е кашни виççĕмĕш, тăтăшах спортпа, физкультурăпа туслă.

Тĕнче шайĕнчи "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум ирттерессипе Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар пиллĕкмĕш хула пулать. Маларах ăна Хусанта, Мускавра, Саранскра тата Якутскра йĕркеленĕ. Çак форум пирки М.Р.Афанасьев, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ, хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ:

- Пирĕн район халăхĕ те сывă пурнăç йĕркине тытма тăрăшать, тăтăшах спортпа явăçакансем йышланаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчи "Спортпа сывлăх кунĕ çинчен" указĕ район çыннисене уйăхра пĕр кун пĕтĕм спорт сооруженине тỹлевсĕр кĕме май туса панин пĕлтерĕшĕ те пысăк. "Кĕтне" ФСКра ишев, ирĕклĕ кĕрешỹ, çăмăл атлетика тата ытти секцисем ĕçлеççĕ. Ялсенче хĕлле хоккей коробкисем çĕрлечченех пушанмаççĕ. Раççей Президенчĕ В.В.Путин Шупашкарта спорт форумĕ ирттерме йышăнни - Чăваш Республикин физкультурăпа спорта аталантарассинчи ĕçне тивĕçлипе хаклани, шанни. Вăл çак форум ĕçне хутшăнни, Шупашкара килни те пысăк пулăм. Пулас форумра 2016-2020 çулсем валли спорта аталантармалли программăсем йышăнаççех тесе шутлатăп. Апла пулсан, пирĕн те çакăнтан усăллине илме пĕлмелле, çак программăсене хутшăнма проектсем хатĕрлеме пуçласан та ытлашши мар. Пĕр-пĕр ялта, калăпăр, ирĕклĕ майпа кĕрешесси лайăх аталаннă. Спортсменсем аван условисенче кĕрешме хăнăхчăр тесе ансăр специализациллĕ пĕчĕк спорт залĕ туса пама пулать-çке çав программăсене хутшăнсан. Шкулсем, ача сачĕсем тата ФСК çĕнĕ йышши спорт инвентарĕпе пуянланасса та шанас килет.

В.И.Пундяков, спорт ветеранĕ: Июльте Раççей Президенчĕ В.Путин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Çак тĕл пулу хыççăнах В.Путин алă пуснă, республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ документ кун çути курчĕ. Апла тăк, тĕл пулу тивĕçлĕ шайра иртнĕ, пĕрремĕш пĕтĕмлетỹсем пур та ĕнтĕ. Пирĕн республикăра мăнаçланмалăх та, форума хутшăнакансене кăтартмалăх та пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика