Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашниех лайăхрах пурăнасшăн. Çавăншăн тăрăшатпăр та

13 августа 2014 г.

 ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 7-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференци çинчен "Каçал енĕн" иртнĕ номерĕнче кĕскен çырнăччĕ. Паянхи номерте район çыннисене кăсăклантаракан хăш-пĕр ыйтусем çине М.В.Игнатьев панă хуравсемпе паллаштарăпăр.

   - Эсир пурнăçламалли тĕллевсене хăвăршăн тăватă çул каяллах палăртнă-и е вĕсем вăхăт иртнĕ май улшăнаççĕ-и?

   - Пĕтĕмĕшле епле ĕçлемеллине эпĕ республика ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсанах çирĕплетнĕ. Пурнăç вырăнта тăмасть, çавăнпа плансене кăшт улăштарма, хушма-туллилетме тивет. Малтанхи çулсенче халăхпа, предприяти-организацире ĕçлекенсемпе курнăçнă чухне вĕсем мĕншĕн пăшăрханатчĕç-ха? Пĕрремĕш вырăнта - ĕç çителĕксĕрриччĕ, иккĕмĕшĕнче - хаксем ỹсни, шалу ыйтăвĕ, унтан - ачасене садике вырнаçтарма кăткăсси, ыттисем. Пурне те майĕпен татса паратпăр. Официаллă статистика тăрăх - ĕçсĕррисен йышĕ çулран-çул сахалланать, унчченхинчен цифрăсем 3 хут лайăхланчĕç. Паянхи кун вакансисен шучĕ ĕç çуккипе нушаланакансенчен ытларах. 2015 çулта çулталăк çурăри кашни ачах шкулчченхи учрежденисене çỹреме пултарĕ.

    - Кăçал республикăри кăнтăр районĕсенче çумăр нумай вăхăт çуманран тырă тухăçĕ пĕчĕк. Регион шайĕнче тыр-пула пĕлтĕрхинчен сахалрах пуçтарса кĕртесси хăратмасть-и?

   - Чăнах та, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче çумăр сахал çунăран паянхи кун та тăпрара нỹрĕк çителĕксĕр. Вырма пынăран çакна йышăнмалла: асăннă тăрăхсенче тухăç япăхрах. Республика шайĕнче илес пулсан, тĕш тырă ытларах туса илĕпĕр, выльăх апатне те саппаслах хатĕрлеççĕ, куккуруса виçĕ хут ытларах акнă. Ман шухăшпа - çĕр улми тухăçĕ те пĕлтĕрхинчен япăх пулмĕ. Юлашки вăхăтра мана ял хуçалăх тытăмĕнче пулса иртекен ырă улшăнусем савăнтараççĕ. Çамрăксем фермер ĕçне пуçăнаççĕ, хуçалăх ертỹçине ларса аталанаççĕ. Вĕсен кăмăл-туйăмĕ, унчченхи çулсенчипе танлаштарсан, чылай лайăхрах. Мĕншĕн тесен тар тăкса ĕçлесен тупăш тума майсем пур.

    - Украинăра лару-тăру çăмăл мар. Раççее юнашар çĕр-шывра пурăнакансем куллен килеççĕ. Республикăра хальлĕхе миçе çын вăхăтлăх кĕтес тупнă? Тата Мускав мĕн чухлĕ çынна йышăнма ыйтать?

   - Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене 601 çын килнĕ. Çитес эрнесенче пĕтĕмпе 390 çынна вăхăтлăх пурăнма кĕтес уйăрса парăпăр. Ку кăна та мар, хăшĕ-пĕри Чăваш Енри тăванĕсем патне хăйсем тĕллĕн куçса килет, çавăнпа йыш кунран-кун хушăнать. Федераци бюджетĕнчен вĕсене пулăшма укçа уйăраççĕ. Украина çыннисене ĕçпе тивĕçтерме пуçларăмăр, пĕрремĕш вунă çын ĕçе çỹреме тытăнчĕ ĕнтĕ. Республикăри мĕн пур шкул Украина ачисене вĕренме илме хатĕр.

   - Анлă çулсен хĕррипе совет тапхăрĕнчи "палăксем" тавралăха сăнсăрлатса ла-раççĕ. Вĕсемпе мĕн тумалла?

   - Яллă вырăнти çулсемпе ытти регионсем пекех ĕçлетпĕр. Ку енĕпе пирĕн лару-тăру ыттисенчен лайăхрах та. Колхозсем арканнă хыççăн хуçасăр юлнă, юхăнса ларакан выльăх-чĕрлĕх комплексĕсемпе вара ыйтăва татса памалла. Унта ĕçе çĕнĕрен йĕркелемешкĕн май çителĕклĕ. Шыв пăрăхĕсем те, ытти оборудовани те сыхланса юлнă тăк вăл çуртсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсен суд урлă хăйсен харпăрлăхне куçарса фермерсене сутмалла. Ишĕлсе анас патне çитнисене вара сỹтмелле. Ку ыйтăва республикăн юбилейлă çуралнă кунĕ тĕлне йăлт татса памалла.

   - Раççейре муниципалитетсене 2006 çултанпах пĕрлештереççĕ. Çакă пирĕн республикăра пурăнакансене пырса тивмĕ-и?

   - Чăваш Ен - пĕчĕк лаптăкрах йышлăн пурăнакан регион. Ял-сала çыннисем хăйсем те ял тăрăхĕн администрацийĕ çывăхра пулнине хăнăхнă, çакна ырлаççĕ те. Çавăнпа эпĕ те ял-хула тăрăхĕсене пĕрлештернине мухтамастăп. 2015 çулта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутатсене суйламалла. Халĕ документсем хатĕрлетпĕр - республикăри тăхăр ял тăрăхĕн администрацине пĕтерĕпĕр.

   - Юлашки вăхăтра преступленисен, çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ чактăр тесе нумай çĕрте видеофиксаторсем вырнаçтараççĕ. Кунашкал хатĕрсем йỹнĕ мар. Вĕсем тăкака саплаштараççĕ-и тата вĕсене лартнин уссине туятăр-и?

   - "Хăрушлăхсăр хула" тата ытти проекта чи малтанах лару-тăрăва лайăхлатассишĕн пурнăçлатпăр. Официаллă статистика тăрăх - çакăн витĕмĕ пур. Çул-йĕр çинчи видеокамерăсем пĕлтĕр 227 миллион тенкĕ штраф "пухнă" тăк, кăçал çулталăкри плана тахçанах тултарнă. Çитес вăхăтрах çĕнĕ йышши тепĕр 31 камера лартĕç.

   - Чăваш Республикинче пурăнатпăр, анчах чăвашсене, чăвашлăха хĕсĕрленĕ пек туйăнать. Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицейне пуçĕпех хупрĕç, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра та, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра та чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене, филологсене хатĕрлеме бюджетран сахал вырăн уйăрнă, журналистсене тỹлевсĕр пачах хатĕрлемеççĕ. Ку енĕпе мĕн те пулин тума палăртнă-и?

   - Республикăри патшалăх чĕлхисенчен пĕрне - чăваш чĕлхине - упраса хăварассишĕн сахал мар ĕç тăватпăр. Документсене икĕ чĕлхепе хатĕрлетпĕр. Чăвашсем кăна пурăнакан тăрăхсене кайсан пухусене тăван чĕлхепех ирттеретĕп. Эпир аслă шкулсенчи чăваш уйрăмĕсенче 30 вырăн уйăрма ыйтнăччĕ. Шел, сахалрах пулчĕ. Ку ыйтăва шута илĕп.

   - Сирĕн харпăрлăхра çĕр лаптăкĕ сахал мар. Унта мĕн туса илетĕр?

    - Атте-аннерен юлнă 50 сотка çĕр пур. Тĕп çав килте пĕр тăванăм пурăнать. Янăшра - 26 сотка. Унта çурт лартрăм. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 гектар çĕр - манăн, тепĕр 2 гектар çурă - арăмăн. Вĕсемпе "Прогресс" хуçалăх усă курать. Çу каçипе хамăр валли пахча çимĕç туса илетпĕр, ытлашши юлнине кĕркунне е çуркунне, хаксем лайăх чухне, сутатпăр та.

Л.Шуряшкина

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика