Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе çеç мар, сĕнỹпе те пулăшать

06 августа 2014 г.

"Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе", - тенĕ ваттисем. Çапла, этем алли тăвакан кирек епле ĕç те пархатарлă, анчах та ялсенче пурăнакансем, выльăх-чĕрлĕх усранă май, чĕлхесĕр янаварсене ăнланакансем çине хисеплесе пăхаççĕ. 

- Ыратнине калама чĕлхи çук çав чĕр чунсен, кунта вĕсене куçпа курма тата чунпа туйма пĕлни кирлĕ, - терĕ мана Роза аппа, ĕмĕрне ветеринарта ĕçлесе ирттернĕскер. Ара, килти ĕне чирлерĕ те ирĕксĕрех тухтăр патне чупма тỹр килчĕ çав... Сăмахсăрах итленишĕн тавах ăна!

Роза аппа Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпỹел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра вăй хунă май хĕр ачана та çуралнă вырăн çывăхрах пулнă пуль, вĕренме кайма вăхăт çитсен вăл ял хуçалăх профессине суйласа илет. Алла диплом илсен Розăна Хырай Ĕнел ялĕнчи ветеринари участокĕнче ĕçлеме шанаççĕ. - Ирпе ирех, шуçăмпа, ĕне сăваттăм та ĕçе васкаттăм. Çулĕ кĕске мар-çке: Дубовка, Александровка, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Кивĕ Сĕнтĕр тата ытти ялсем. Пурĕ 11 ял! Кашни яла çитсе прививка тумалла, ытти процедурăсем ирттермелле, - аса илчĕ иртнине хĕрарăм.

Ĕçри тăрăшулăхпа çитĕнỹсемшĕн Роза аппана медальсем, Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса пĕрре мар чысланă. Ĕмĕрне юратнă ĕçĕнче ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăм. Мăшăрĕпе Роза Тимофеевна виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, çемье çавăрнăскерсем хăйсем ача-пăча çитĕнтереççĕ. Çапах та ачисем амăшне манмаççĕ, яланах тăван вырăна килсе ăна пулăшаççĕ.

Паянхи кун Роза аппа мăнукĕсемпе йăпанать, вĕсем пурришĕн вăл чунтан хĕпĕртет. Хĕрарăмăн тăрăшулăхĕ пысăк пулнине ĕçтешĕсем кăна мар, ял çыннисем те лайăх пĕлеççĕ. Хисеплĕ канура пулин те, пулăшу кирлĕ вăхăтра Роза аппа патне киле пырса та, телефонпа шăнкăравласа та сĕнỹ-канаш ыйтаççĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлăскер кашнинех май пур таран пулăшма тăрăшать, паха сĕнỹсем парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика