Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

02 августа 2014 г.

Чăваш Республикинче кашни уйăхрах Сывлăх кунĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Палăртнă кун районта пурăнакансем те "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне, вырăнти стадионсемпе спортзалсене хаваспах çỹреççĕ. Шывра ишсе, футболла, волейболла выляса киленеççĕ. Спорта кăмăллакансемшĕн ку - чăн-чăн уяв.

Июлĕн 26-мĕшĕнче, Сывлăх кунĕнче, патшалăх влаç органĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Спортпа туслисем ку хутĕнче Çĕрпỹ районĕнчи Çĕнĕ Катек ялне пухăннă. Çуллахи спартакиадăна кăçал 13-мĕш хут йĕркеленĕ. Унăн программинче - спортăн 13 енĕ. Çак йышра пирĕн районăн туслă команди те пулнă.

Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

- Паян республикăра 4500 спорт объекчĕ ĕçлет. Унта ватти-вĕтти, яш-кĕрĕмпе хĕрупраç, ача-пăча сывлăхне çирĕплетет. Патшалăх тата муниципалитет тытăмĕн ĕçченĕсен те спортпа туслă пулмалла. Министерство-ведомствăсен ертỹçисен хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне çирĕплетмешкĕн майсем туса памалла,- тенĕ Михаил Васильевич.

Район командин спортсменĕсем - район пуçлăхĕ М.Афанасьев, М.Зайнуллин, Н.Карпов, А.Кузьмин, О.Абросимов, А.Иванов, Ю.Боровков, О.Митюкова, И.Николаева, О.Карсакова - мини-футболра, вĕрен туртассинче, хутăш эстафетăра (ишесси, чупасси тата велокросс) тупăшнă. Çавăн пекех патшалăх ĕçченĕсем ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултарассине те тĕрĕсленĕ. Вĕрен туртас енĕпе район команди Патăрьелсене выляса ярса, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика