23 июля 2014 г.
Умра хĕрỹ тапхăр - вырма. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем уй-хире тухма васкаççĕ. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районти 7 хуçалăх - "Слава", "Рассвет", "Восток", "Асаново" ЯХПК-сем, "Искра" колхоз, "Сюрбеево" ООО, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ - вырмана тухнă. Çак кунсенче ыттисем те çак ĕçе пуçăнаççĕ. Малтанхи кунсенчех 279 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса пăрахнă, 154 гектарне çапса тĕшĕленĕ, 289 тонна тырă йĕтеме кĕртнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан, бункер виçипе, 18,8 центнер. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăтам тухăç 15-22 центнер таран.
Районти лару-тăрупа паллашас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн тата "Искра" колхозăн уй-хирĕсене çитсе курчĕç. Ыраш, сĕлĕ, вика, пăрçа çитĕнекен уйсенче пулчĕç, хак пачĕç.
- Çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртни темрен те паха. Пысăк тухăç илесси çанталăк условийĕсенчен çеç мар, им-çамланинчен, апатлантарнинчен, паха вăрлăх акнинчен те нумай килет, - палăртрĕç вĕсем.
- Çумăр çуманран тыр-пул тухăçпа савăнтарасси иккĕленỹллĕ, анчах та шанăçпах ĕçе пуçăнтăмăр. Комбайнсем уйра ĕçлеççĕ, йĕтемсем тыр-пула йышăнма хатĕр, - терĕ "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев ĕç-хĕлпе паллаштарса.
Вырма ĕçĕсене пĕрремĕш пуçланисенчен пĕрисем - "Рассвет" ЯХПК хастар ĕçченĕсем. Вĕсем июлĕн 20-мĕшĕнче ĕçе пуçăннă. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 609 гектар. Хуçалăх агрономĕ Алексей Игнатьев каласа панă тăрăх, 154 гектар кĕрхи тулă, 191 гектар çурхи тулă, 197 гектар урпа, 25 гектар сĕлĕ, 27 гектар вика тата 15 гектар пăрçа акса хăварнă. Паянхи куна Александр Хурасевпа Владимир Коноплев комбайнерсем кĕрхи тулă уйĕнче ĕçлеççĕ. Вырман пĕрремĕш кунĕнчех вĕсем 13 гектар вырнă. Николай Шуринпа Владимир Наумов водительсем тулла йĕтем çине турттараççĕ.
Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех ĕçченсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлемелли пирки те манмаççĕ. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 5780 тонна утă (82 процент), 22861 тонна сенаж (95 процент) хатĕрленĕ. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене акса хăварма çĕр хатĕрлес ĕç те вăй илсех пырать. Пурĕ 1830 гектар çĕр хатĕр. Ку енĕпе уйрăмах Ивановăн, "Родина" фермер хуçалăхĕсенче, "Урожай" колхозра, "Слава картофелю" агрофирмăра ĕçе аван йĕркеленĕ.
Источник: "Каçал Ен"