Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Искрăри" тăрăшуллă ĕçченсем

16 июля 2014 г.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансен ларса канма вăхăт çук. Ĕçĕ нумай, çанталăк уяр тăнă чухне йăлт туса ĕлкĕрмелле: уттине хатĕрлемелле, сенажне хывмалла, çĕр лаптăкĕсене сухаласа ĕлкĕрмелле, вырмана тухма та хатĕрленмелле. Хĕл хырăмĕ тутă пуласси палăртнине вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет.

    Акă, "Искра" колхозра та пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Паянхи куна кунта 200 тонна утă тата 451 тонна сенаж хурса хăварма ĕлкĕрнĕ. Унпа пĕрлех ял халăхне сĕтшĕн 60 тонна утă валеçнĕ.

   Хĕл хырăмĕ мăнтăр иккенне манмаççĕ ĕçченсем, çавăнпа та çак кунсенче 65 гектар çинчи курăка вырма тухма хатĕрленеççĕ. Ăна пĕтĕмпех сенажа хывĕç.

    Эпĕ пынă чух механизаторсем машинăпа трактор паркĕнче техника юсатчĕç. Сăмах май каласан, вĕсем кунта тăваттăн: В.Кудряшов, В.Мукшин, Н.Воробьев тата Ф.Мартынов. Ю.Зайцев Е-302 комбайнпа утă çулать, В.Кудряшов курăка преслать. Хатĕр утта вара С.Мартынов, А.Руссаков тата Н.Кошкин водительсем турттараççĕ. Уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур тыр пула пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн чун хавалĕпе тăрăшаççĕ çак ĕçченсем.

   Геннадий Чемешев  токарь пирки калас пулсан хуçалăхра ăна "васкавлă пулăшу" теççĕ. Çак ылтăн алăллă çын пур çĕре те ĕлкĕрет.

     - Пĕрре те пушă вăхăт çук çу кунĕсенче, 530 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли çителĕклĕ апат хатĕрлемелле, - хуравларĕ хуçалăхри агроном Татьяна Мартынова.

     - Сăвакан 135 ĕне кĕтĕвне Б.Сивкин, В.Воробьев тата И.Лазарев кĕтеççĕ, - паллаштарчĕ лару-тăрупа Ирина Воробьева зоотехник. Вăл хăй те хуçалăхра 30 çул ытла ĕçлет иккен. Паянхи кун хуçалăхра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 14 килограмм ытларах сĕт суса илеççĕ. Ăна "Danone-Юнимилк-Волга" организацие ăсатаççĕ.

    Чăннипех те маттур хуçалăхри ĕçченсем, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика