Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почтăра ĕçлекенсен уявĕ

12 июля 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1994 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕ тăрăх, кашни çулах июлĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕ - почта кунĕ. Хĕллехи кун урамра çил-тăман çавăрать е çуллахи шăрăх, пылчăк-и - почтальон яланах çул çинче. Вăл хаçат-журналпа ытти корреспонденцие ял халăхĕ патне çитерес тесе тăрăшать. Çапла, çăмăл мар почтальонăн ĕçĕ.

- Çынсене хаçат-журналпа тивĕçтернисĕр пуçне пенси валеçетпĕр, тĕрлĕ тавар сутатпăр, электроэнергишĕн, газшăн та тỹлевсем йышăнатпăр, - каласа пачĕ Александровка почта уйрăмĕн начальникĕ Алена Челакова.

Чăнах та, тĕрлĕ ĕç шанса панă паянхи почтальонсене. Çак ĕçре чăтăмлисемпе пуçаруллисем çеç тăрăшаяççĕ. Александровкăри почта уйрăмĕнче вăй хуракансем шаннине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Кунта пурĕ 4 почтальон. Акă, Марина Петровна Абукинана Хырай Ĕнел ялĕнче кунсерен кĕтеççĕ. Тинтерех ĕçе пуçăннă пулин те, хастар та уçă кăмăллă çынна ĕçтешĕсем кăмăллаççĕ, ырăпа калаççĕ ун çинчен. Вера Павловна Тарасова Çĕнĕ Сĕнтĕр ял халăхне тĕрлĕ корреспонденципе тата хаçат-журналпа тивĕçтерет. Александровкăпа Луцки ялĕсенче вара Светлана Васильевна Челакова тăрăшать.

Зоя Николаевна Тяканова - чи нумай ĕçлекенсенчен пĕри. Вăл почтальонра 20 çул тăрăшать. Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ пикене кỹршĕ касри Вадим аякка вĕçтермен. Мăшăрĕпе 2 ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Кĕçĕннине çак кунсенче çара ăсатнă вĕсем. Пултаруллă çын пур енĕпе те пуçаруллă. Ĕçре те Зоя малтисенчен пĕри, килти хуçалăхра та ĕлкĕрет хĕрарăм.

- Халăх ытларах "Каçал ен" хаçата кăмăллать, - тет вăл. Ара, районти ĕç-хĕлпе, хыпар-хăнарпа паллашас килет-çке кашнийĕнех....

- Республика шайĕнчи хаçатсенчен ытларах "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Кил-çурт, хушма хуçалăх" çырăннă, - паллаштарчĕ ĕç-хĕлпе почта уйрăмĕн ертỹçи Алена Челакова. - Ĕçтешсем маттур, плана тултарма тăрăшаççĕ. Район хаçатне 195 экземпляр çырăннă. Ача-пăча валли те интереслĕ периодика чылай. Çынра вулас кăмăл çеç пултăр, - терĕ вăл.

Чăннипе те туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ ку тăрăхри ĕçченсем. Ирхине вĕсем почта уйрăмĕнче хаçат-журнал, çыру, телеграмма йышăнаççĕ, каярах почтальонсем ял çыннисем патне васкаççĕ. Професси уявĕ ячĕпе районти почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене, кунтан тивĕçлĕ канăва кайнисене чун-чĕререн саламлатпăр. Эпир кăларакан "Каçал ен" тата "Вакыт" хаçатсене çырăнтарассишĕн, халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшакан почтальонсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Сире лайăх пуçарусенче çитĕнỹсем, ырă шанăçпа çирĕп сывлăх, ырăлăх тата телей сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика