09 июля 2014 г.
Чăваш Республикинче автомашинăсем çỹрекен начар çулсене юсасси вăй илсех пырать. "Дорстрой" ООО 2014 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Хырай Ĕнел - Тутарстан Республикин чиккинчи "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" - çула юсанă хыççăн хута янă.
Юсав ĕçне пуçлани ахальтен мар, кунти çулсене асфальт сарнăранпа чылай вăхăт иртнĕ. Унтанпа çул юхăннă, шăтăк-путăкланнă. Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшỹллĕн муниципаллă тата регионти çулсене юсама тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Автоçулсене тĕпрен юсама 349,7 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" çула юсама 33 млн тенкĕ тăкакланă. Ĕçе проектпа килĕшỹллĕн вĕçленĕ.
Источник: "Каçал Ен"