Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

05 июля 2014 г.

Уй-хирте хĕрỹ ĕç вăхăчĕ - çитĕнтернĕ курăка вăхăтра çулмалла, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлемелле. Люцернăпа козлятникран хатĕрленĕ паха утăпа сенажа выльăхсем хĕл кунĕсенче юратса çиесси паллă. Ăна вăхăтра тата çителĕклĕ çеç хатĕрлемелле. Паха апат çиекен ĕне сĕтне те нумай антарĕ. "Родина" фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх валли кашни çулах çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварас тесе тимлеççĕ. Кăçал вĕсем нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш çулнинченех 30 тонна утă тата 600 тонна сенаж хатĕрлесе хăварма та ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем - 126 гектар.

- Çумăр аван çунăран, пĕрремĕш çулнă хыççăн люцерна вăй илсе ĕлкĕрнĕ, çитес вăхăтра иккĕмĕш хут çулма тухмалла. Хуçалăхра кăçал та пахалăхлă выльăх апачĕ ытлăн-çитлĕнех пуласса çирĕплетсе калама май пур. Апат пахалăхĕ ăна хăш вăхăтра хывса хăварничен те нумай килет, - пĕлтерчĕ "Родина" фермер хуçалăхĕн уйĕсемпе паллашнă май район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин.

Выльăх-чĕрлĕх валли паха апат хатĕрленипе пĕрлех, вĕсене çуллахи вăхăтра аван çитермеллине те шута илеççĕ фермер хуçалăхĕнче. Çавна май хуçалăхри сăвакан 67 пуç ĕне кĕтĕвĕ нумай çул ỹсекен курăксен уйĕнче çỹрет. И.Кокшин, Н.Кононов кĕтỹçсем выльăхсене пăхса тăраççĕ. Паянхи куна хуçалăхри кашни ĕнерен вăтамран талăкра 19-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. "Родина" фермер хуçалăхĕнче кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Акă, вырма вăхăчĕ çитиччен А.Кузьмина, М.Баранова, В.Петрова, Е.Шамбулина, А.Зайцева ĕçченсем йĕтеме тирпейлеççĕ, кĕлетсене тасатаççĕ, курăксене çулаççĕ.

- Хуçалăхри ĕçченсем чăннипех те маттур, шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлани ỹсĕмлĕ ĕçлеме май парать те. Вăхăтра утă, сенаж хатĕрлесчĕ, кайран вырмана лайăх ирттересчĕ, унтан кĕрхи ĕçсене пуçăнасчĕ - ĕмĕтпе, тĕллевпе малалла тăрăшатпăр, - пĕлтерчĕ Анатолий Потемкин ертỹçĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика