Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке юратма вĕрентнĕ

21 июня 2014 г.

 Агафия Архиповна Грибоедова 1939 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче Элпуç ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Çак хĕр пĕчĕклех кĕнеке вулама юратнипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Çавăнпах ĕнтĕ вăл Çĕрпỹ хулинчи библиотекарьсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрет.

    1959 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Хырай Ĕнел ялĕнчи клуб çумĕнчи библиотекăра ĕçлеме пуçлать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çак ялти çынсемпе çыхăннă. Библиотека ĕçĕ - халăхпа çыхăнса ĕçлемелли ĕç. Çав çулсем çинчен ыйтсан, вăл хаваспах хăй ĕçленĕ чухнехисене аса илчĕ:

      "Юлташсем пулни ĕçлеме хавхалантарса пынă. Вулав конференцийĕсем ирттернĕ чух клуб тулли халăх пулнă. Колхозниксене тата ытти ĕçре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухакан çынсене ăсатасси, клубра пуçтарăнса саламласси йăлана кĕнĕччĕ, вăл пуриншĕн те савăнăç пулнă".

      А.А.Грибоедова библиотекăра ĕçленĕ вăхăтра хăйпе пĕрле клуб директорĕнче тăрăшнă çынсене те ырăпа çеç аса илет: П.С.Зайцев, Ф.С.Зайцев тата А.Н.Александрова. Тĕрлĕ мероприятисенче яланах халăха кĕнеке вулама, кĕнекене юратма вĕрентес тесе тăрăшнă.

     "Юрий Скворцов çырнă "Уках хурăнĕ" кĕнекепе вулакансен конференцийĕ ирттерме хатĕрлентĕмĕр. Вăрçă йывăрлăхне ача чухнех тỹснĕ çынсем пурте вуларĕç. Культура çурчĕ спектакль хатĕрлерĕ. Кăтартнă вăхăта халăх туллиех пухăнчĕ. Конференцире тухса калаçакансен шучĕ те çук. Кашни хăй пурнăçĕпе çыхăнтарса калаçрĕ. Çамрăксем вара куççульпе итлесе ларчĕç. Вĕсене Матрена Каримкина, Таисия Ишмуратова, Феодосия Воробьева, Нина Ишмуратова, Перасковья Дьяконова, сăмаха кивçене кайманскерсем, йĕртеççĕ те, култараççĕ те", - терĕ А.Грибоедова калаçăва тăсса. Çамрăксен кăмăлне каякан темăсемпе диспутсем, ыйтусемпе хуравсен каçĕсем ирттересси йăлара пулнă. Халăхпа ĕçлес тесен, çемье пулăшăвĕ те кирлĕ. Ĕçрен каçсерен час килеймесен ăна мăшăрĕ ăнланнă, сăмахламан, шỹтпе çеç ирттерсе янă. Ачисем те нумай пулăшнă. Агафия Архиповнăшăн ĕçре учительсен коллективĕ тĕрек пулнă. А.М.Чемешевăна, А.И.Ласточкинана, Г.М.Сергеевăна, Н.Я.Зайцевăна, Л.М.Макаровăна, Г.П.Петровăна, Р.П.Алексеевăна, П.С.Зайцева яланах ырăпа çеç аса илет. Мероприятисене ирттерме ял Совет председателĕ е колхоз представителĕсем пулăшнă. Хырай Ĕнел ял халăхĕ кĕнеке вулама юратнине районта библиотека малти вырăнсем илни те кăтартса парать. Кам библиотекăна çỹренĕ, вĕсем паян та çав вăхăтсене ăшăпа аса илеççĕ, Агафия Архиповна чунне савăнтараççĕ. Апла пулсан, ĕçлени сая кайман. "Хисеплĕ çыннăмăрсем, кĕнеке вулăр, кĕнеке вăл - чĕлхе пуянлăхĕ, савăнса вулăр, юлташăрсене каласа парăр, ачăрсене кĕнеке юратма вĕрентсе пырăр",- çапла чĕнсе калать ĕç ветеранĕ, нумай наградăна тивĕçлĕ пулнă Агафия Архиповна Грибоедова-Волкова.

     Вĕсем мăшăрĕпе, Федор Спиридоновичпа, 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ, амăшне манмаççĕ, час-часах килсе тăраççĕ, пулăшаççĕ, телефонпа шăнкăравласа ăшă сăмахсем каласа чунне йăпатаççĕ. Вĕсем пурте - аслă пĕлỹллĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика