Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Агро–100» клубра – чи маттуррисем!

25 июня 2014 г.

"Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумне республикăри чи лайăх ял хуçалăх ертỹçисене те чĕннĕ. Вĕсем июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕр ĕçне биологи тытăмне кĕртессин опычĕпе малашлăхĕ" çавра сĕтеле хутшăннă. Хыççăнах "Агро-100" презентаци иртнĕ. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, "Агро-Инновацисем" ХУП директорĕ Николай Васильев хутшăннă.

"Агро-Инновацисем" хысна унитари предприятийĕ республикăри ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвне 9 çул пĕтĕмлетет. Мониторинга ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕпе Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ хатĕрленĕ меслетпе ирттерет. Хуçалăхсен экономика-финанс кăтартăвне, усă куракан кашни 100 гектар лаптăк тăрăх шутласа туса илнĕ продукци калăпăшне, шалу ỹсĕмне, çĕрпе тухăçлă усă курнине, ыттине те шута илеççĕ. 2013 çулхи кăтартусем тăрăх çĕнтерỹçĕсем паллă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем унчченхисемех. Вырăнсемпе çеç кăштах улшăннă. "Авангард" обществăн унчченхи çул та мала тухнă "Çĕрпỹ беконĕ" филиалĕ (ертỹçи - Николай Курчаткин) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Малалли вырăнсене Комсомольски районĕнчи "Çĕр улмине мухтав" агрофирма (ертỹçи - Хасиятулла Идиатуллин), Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (ертỹçи - Николай Аливанов) çĕнсе илнĕ.

Районсем тăрăх илсен кăтарту çапларах. Малта - Елчĕк, унтан Комсомольски. Сергей Павлов та, Николай Васильев та рейтинг ирттернин пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç. Вăл ытти хуçалăха хастарлăх хушма хавхалантарать, экономика-финанс кăтартăвне лайăхлатма пулăшать.

Пирĕн районти тата 13 хуçалăх çак йыша кĕме пултарнă. "Агро-100" клубра "Комсомольские овощи" агрофирма 8-мĕш вырăн йышăннă. "Рассвет" ЯХПК - 28-мĕш, "Урожай" колхоз - 33-мĕш, "Асаново" ЯХПК -36-мĕш, "Слава" ЯХПК - 40-мĕш, "Искра" колхоз - 56-мĕш, "Труд" ЯХПК - 57-мĕш, "Восток" ЯХПК - 71-мĕш, "Золотой колос" фермер хуçалăхĕ - 77-мĕш, "Победа" ЯХПК - 90-мĕш, "Луч" ЯХПК - 93-мĕш, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕ - 96-мĕш, "Дубовка" ООО 97-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика