Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне чĕри ачасемшĕн çунать

25 июня 2014 г.

 - Çулсем сисĕнмесĕрех шăваççĕ, тин çеç колхозра ĕçлеттĕм, халĕ ĕнтĕ килте пĕчченех кун кунлатăп. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытатăп. Вĕсем пуртан кичем мар, - терĕ мана картишĕнче кĕтсе илсе Нина Васильевна Деменкова. Киров поселокĕнче пурăнакан кинемейĕн хуçалăхĕ çирĕп. Вăл пĕр-икĕ çул каялла çеç ĕне тытма пăрахнă. Пысăк кирпĕч çуртра тирпейлĕх хуçаланать, кашни япала хăй вырăнĕнче. Кил-çурт "сенкер çулăмпа" ăшăннăран, кинемее пурăнма çăмăлрах. Апла пулин те кăмакара кукăль, çăкăр пĕçерме пăрахман-ха Нина аппа. Ĕлĕк лавккаран кукăль, çăкăр туянман. Кашни уява килте пĕçернĕ, юратса çинĕ ăна. Халĕ те пỹртре çăкăр шăрши сарăлсан чун савăнать, - тет кинемей. Нина аппа пултаруллă та маттур çын. Вăл 33 çул "Россия" колхозра ĕçленĕ. Çак вăхăтра 4 тĕрлĕ выльăх пăхса çитĕнтернине куççульленсе аса илет.

     - Хăй вăхăтĕнче кĕр-кĕрлесе тăракан, малта пыракан колхозра 80 ытла лаша пăхнă, выртмана çỹреттĕмĕр. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех лашана кỹлме, тăварма пĕлеттĕм. Каярах сурăх ĕрчетме пуçларĕç те, вĕсене пăхма мана шанса пачĕç. Кĕтỹ кĕтеттĕмĕр, сурăх какайне Канаш хулине кайса сутаттăмăр. Каярах чăх витине хута ячĕç, 5000 чăх чĕппи туянчĕç. Пире, виçĕ çынна, вĕсене пăхма шанчĕç. Паянхи кун пекех ас тăватăп, ỹссе çитĕниччен 5 пинрен 460-шĕ çеç чакрĕç. Пит маттур ĕçлеттĕмĕр, ытти колхозсенчен пирĕн опытпа паллашма килетчĕç. Ун хыççăн тата нумай çул сысна пăхнă çĕрте тăрăшрăм, - калаçать Нина аппа.

     Нина Васильевна пĕр ĕçрен те пăрăнман, çакна ĕçри ỹсĕмсемшĕн Мухтав тата Тав хучĕсем, орденсемпе медальсем пани çирĕплетет. 1965 çулта хĕрарăма "Чи лайăх кайăк-кĕшĕк пăхакан" ятпа чысланă. Вăл ЧАССРĕнче, районта чи маттур ĕçлекенсенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар унăн ячĕ районăн Хисеп хăми çинче 5 çул пулнă. Çавăн пекех вăл чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакансен Ригăри канашлăвне хутшăнма тивĕçнĕ. Ултă ача амăшĕ пур çĕре те ĕлкĕрме ăçтан вăхăт тупайнă-ши? Ачисене тĕрĕс воспитани парса ỹстерме, вĕрентме те вăхăт кирлĕ-çке. Нина Васильевна вара ача çуратса та килте пĕр кун та ларман иккен.

    - Эпир хунямапа, Ольга Михайловнăпа, 37 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Çак вăхăтра нихăçан та сас хăпартса, вăрçăнса курман. Шăкăл-шăкăл калаçса пур ĕçе те пĕрле пурнăçланă. Эпĕ ĕçре чухне вăл ачасене пăхнă. Ача çуратса таврăнсан та кил карти умне тухса кĕтсе илетчĕ, ачана пỹрте хăй йăтса кĕретчĕ. Хунямăшĕ пирки аса илнĕ май, Нина Васильевнан куçĕсем пĕр шывланчĕç, пĕр çуталчĕç. Ольга Михайловна çав тери маттур, ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ, яланах пулăшма хатĕр, илемлĕ хĕрарăм, анне пулнине пĕрре кăна мар каларĕ кинемей. Нина аппа та яланах унран тĕслĕх илнĕ, ĕмĕр тăршшĕпех ун пек пулма тăрăшнă.

     Ĕçре маттур тăрăшаканскере пĕрре кăна мар - 1954,1972, 1977 çулсенче - Александровка ял Совечĕн депутатне суйланă. Нина Васильевна "Хисеплĕ колхозница" ята та тивĕçнĕ.

     - Пирĕн вăхăтри çамрăксем пурнăçламалла тенĕ ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Пулмасть, тăвас килмест, ĕçлеместĕп тенине илтмен. Ĕçе кăмăлтан çỹренĕ. Ĕçлес, малтан малта пулас ĕмĕт-тĕллевпе тăрăшнă эпир. Халĕ вара çамрăксем кахала кайрĕç, ĕçлемесĕр ытлă-çитлĕ, пуян пурăнасшăн. Çав вăхăтрах вара пĕри-пĕри лайăх пурăннăран кĕвĕçеççĕ вĕт, юратма пăрахрĕç, пĕрне-пĕри сума сумаççĕ. Çак пулăм пăшăрхантарать мана. Çынсем хаярланса кайрĕç, çепĕç кăмăллă, ырă чунлă пулма пăрахрĕç, - тет Нина аппа пăшăрханса. Нина Васильевнăпа Вячеслав Семенович Деменковсем 6 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Мăшăрĕпе вĕсем 51 çул килĕштерсе пурăннă. Шел, чире пула вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Апла пулин те кинемей пуçне усмасть, ачисене, мăнукĕсене пулăшас тесе малалла ăнтăлать. Ывăл-хĕрĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă, тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ пулин те, тăван киле илсе çитерекен сукмака манмаççĕ. Сăмахран, Владик ывăлне кил хапхинчен тухса кĕмессеренех аса илет. Мĕншĕн тетĕр-и? Шăпах вăл, Хусан хулинче ỹнер ăсталăхне вĕреннĕскер, хапха çине Нарспипе Сетнере ỹкернĕ. Таçтан инçетрен чуна илĕртет çак ỹкерчĕк, чылайăшĕ ăна ятарласа курма та килет иккен. Анне чĕри яланах ачисемшĕн пăшăрханать. Мĕнле-ши вĕсем, сывах-ши, ĕçре-ши, килмеççĕ-ши... Аса илет те шав кантăкран тинкерет. Вĕсем пурте кил-çурта пĕрле пухăнсан, кĕрекене ларсан, амăшĕн тутлă яшкипе кукăльне ас тивсен чун-чĕре савăнать. Питрав кунĕнче, июлĕн 12-мĕшĕнче, Деменковсем, йăлана кĕнĕ пек, тăван киле пуçтарăнаççĕ, кĕрекене лараççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                  А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика