Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăннипех те мухтанатпăр!

12 апреля 2014 г.

Чăваш Ен физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе маттуррисен йышĕнче. Çакна спортсменсем ăмăртусенче çĕнтерни, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени çирĕплетет. Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Çамрăксем спорта явăçаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, çĕнтерĕвĕсем те сахал мар. Районти спортсменсем район, республика, Раççей, çĕршыв шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ.

    Вĕсенчен пĕри - Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Артем Мартынов. Артем шкулта вĕреннĕ чухнех спортри пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. "Орленок", "Зарница" çарпа патриотизм вăййисене хутшăннă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн команди пĕрре кăна мар çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулнă. Каччă футболла, волейболла выляма, йĕлтĕрпе, çуран чупма кăмăллать. Пĕрре кăна мар район шайĕнче палăрать вăл. Артем ытларах çуран чупас енĕпе маттур. Валерий Федорович Волков физкультура учителĕ каччăна нумай сĕнỹпе пулăшнă. Çăмăл атлетика секцине çỹрекенскер шкулта вĕреннĕ вăхăтра районта иртекен ăмăртусенче çĕнтерĕве нихăçан та алăран вĕçертмен. 400, 1000, 2000 метрлă дистанцисенче ăна çитекен сахал пулнă. Пĕрремĕш çитĕнỹсем каччăн шăпах кунта пулнă.

    Шкул пĕтерсен Артем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Спортра пĕрремĕш утăмсем тума ĕлкĕрнĕ каччă хулара иртекен тĕрлĕ ăмăртусене те хаваспах хутшăнать. Çакăнта ăна Олимп резервĕсен училищинче ĕçлекен Н.Довалов тренер асăрхать. Каччăна тренировкăсене çỹреме сĕнет.

    Паян Хырай Ĕнел каччи çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Кубокне çĕнсе илессишĕн, Пĕтĕм Раççейри атлетика ăмăртăвĕнче вăл 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Республикăра юниорсен хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура 800 метра чупса чемпион пулса тăчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.М.Красильников ячĕпе Хусан хулинче йĕркеленĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче вăл 5000 метра чупса финиша 3-мĕш çитме пултарнă. Çавăн пекех февраль уйăхĕнче Ярославль хулинче студентсем хушшинче йĕркеленĕ çĕршыв чемпиона-тĕнчен вăл бронза медальпе таврăннă. Пĕтĕм çĕршыври студентсем хушшинче пирĕн ентеш чи маттурри пулчĕ. Виçĕ кунра вăл тĕрлĕ дистанцисенче чупнă. 1500 метра чупса пĕрремĕш вырăна тухни - пысăк çитĕнỹ.

     Витĕмлĕ кăтартусем тума сахал мар тăрăшмалла. Тренировкăсене вăхăтра çỹрени, ăмăртусене хутшăнни çитĕнỹ патне ăнтăлма май парать те. Мартыновсен çемйи яланах спортпа туслă пулни те каччăна тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă. Артем икĕ шăллĕне те çăмăл атлетикăпа туслаштарать, унăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Саша кунсерен вуншар çухрăм чупать, 6 çулти Володя та унпа тухать.    

    - Эсĕ тата мĕншĕн пĕрле чупмастăн? - тесе ыйтатăп ачаран.

    - Артемпа тупăшса чупас килет манăн, вăл килессе кĕтетĕп, - терĕ Володя йăл кулса. Апла пулсассăн Хырай Ĕнел ялĕнче пулас спортсменсем татах та çитĕнеççĕ. Ял çынни вĕсемпе мухтанатех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика