26 марта 2014 г.
Галинăпа Валерий Ванюркинсем - Кивĕ Сĕнтĕр культура учрежденийĕн ĕçченĕсем. Хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан юратни уççăнах курăнать. Мăшăр ĕçре еплерех тăрăшуллă пулнине вĕсем конкурссене, тĕрлĕ мероприятисене, уявсене хаваспах хутшăнни, пур çĕре те вăхăт тупса ĕлкĕрме тăрăшни çирĕплетет. "Ĕç пирĕншĕн - чăн-чăн чун киленĕçĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулни, сцена çинче юрлани, куракансен кăмăлне тивĕçтерни вăй-хал парать, хавхалану кỹрет. Юрлани, ташлани кăмăла çĕклет. Иксĕмĕр çеç мар, çемйипе юрлама хавас. Эпир юрă пуçарсан, хĕрсем яланах пĕрле хутшăнаççĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрлама хăнăхса ỹснĕ вĕсем, сцена çине те тухаççĕ", - тет сăмах пуçарса Галина. Сăмах май каласан, Ванюркинсем 5 хĕре тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Галинăпа Валерий Ванюркинсем Çĕрпỹри культура училищинче тĕл пулнă. - Иксĕмĕр те пĕр ушкăнра вĕреннĕ. Сессине пухăнсан хаваслă пурăнаттăмăр. Тĕрлĕ çĕре концертсемпе çỹреттĕмĕр. Галинăна пĕрре курсах килĕштертĕм, мăшăр тăватăпах терĕм. Çыру çỹретнĕ вăхăтсем те пулнă. Юлашкинчен вара Галинăна килне ямарăм (вăл Красноармейски хĕрĕ), пĕрле Кивĕ Сĕнтĕре илсе килтĕм, 27 çул пурăнатпăр, - тет çемье пуçĕ Валерий Александрович. Пĕрле пĕрремĕш хут сцена çине тухнине те, пуçласа юрă шăрантарнине, Виктор Кокшин ĕçе явăçтарнине те хавас кăмăлпа аса илеççĕ. Шăпах вăл канмалли кунсенче тăван яла килсен çамрăксене купăс каласа савăнтарнă. Мăшăрсем вара ытларах аннене, тăван тăрăха халалланă, пурнăç çулне çутатакан юрăсене кăмăллаççĕ. Ванюркинсем ĕçре те, канура та хастар. Валерий Александрович "Кубняночка" ансамбль солисчĕ те. Унпа пĕрлех районти халăх театрне çỹреме те вăхăт тупаççĕ. "Кай, кай, Ивана" спектакле сцена çине кăларма хатĕрленнĕ май иккĕшĕ те репетицисене çỹреççĕ. - Сирте вăй-хал тапса тăрать, ăçта-ши унăн çăл куçĕ? - ыйтрăм мăшăртан. - Пур ĕçе те пĕрле канашласа туни, пĕр-пĕрне пулăшни, яланах килĕштерни, ăнланни, палăртнă ĕçе пурнăçлани ĕçлеме вăй-хăват парать те, - хуравларĕç Ванюркинсем. Галинăпа Валерий Ванюркинсем паянхи кун çитĕнĕвĕсемпе çеç пурăнмаççĕ, малашлăх пирки шутлаççĕ. Кил-çуртра яланах тăнăçлăх, юрату хуçаланать. Ĕçре те çаплах, кунта вара пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ çав тери пысăк иккен. Пĕр-пĕр конкурса хутшăнса, ятарлă проект хатĕрлесе çĕнтерме те ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Шăпах çак укçа-тенкĕпе культура çурчĕн техникăпа пурлăх никĕсне пуянлатма шутлаççĕ. Çĕнĕ музыка аппаратури, чỹрече каррисем, илемлĕ чаршав туянсан çав тери лайăх пулмаллине палăртрĕç ĕçченсем. Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче культура вучахĕ чăннипех те ялкăштăр тесе нумай тăрăшаççĕ Ванюркинсем. Çакна ял çыннисем те çирĕплетеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"