Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ ферма хута кайрĕ

21 декабря 2013 г.

80-мĕш çулсенче районта выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем ĕçлеме пуçланă. Вĕсене пысăк вăй-хăватпа аталантарас тесе сахал мар тăрăшнă, укçа-тенкĕ тăкакланă. Комплекссенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 4—5 пин пуçран та иртнĕ. Районта пурăнакансенчен чылайăшĕ шăпах çак выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче тăрăшнă. Вăл вăхăтра ĕçленĕ çынсем аса илнĕ тăрăх, унта пĕтĕм ĕçе механизациленĕ пулнă, ĕçченсене тăрăшма пур услови те туса панă. Сăмахран, 1980 çулхи ноябрьте «Россия» колхозра 1000 пуç мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх валли комплекс хута яни те район историйĕнче пысăк вырăн йышăнать.

Унпа юнашарах Çĕнĕ Александровка ялĕ ÿссе ларнă, ĕçченсене пурăнма 5 общежити пулнă. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула вăл ĕçлеме пăрахнă, чылай вăхăт выльăх-чĕрлĕх те тытман унта. Самана улшăннă май çак комплекс юхăннă. Паян çак витесене хута ярас текен çынсем кар тăрса ĕçлени пысăк утăм тесе йышăнмаллах. Шăпах «Россия» колхозăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕ пулнă вырăнта паян «Золотой колос» тулли мар яваплă организацин çĕнетнĕ фермисем вырнаçнă. Общество ертÿçи Фанис Рауилович Рахимзянов предприниматель тăрăшнипе пирвайхи реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă.

Хальлĕхе кунта хăш-пĕр витесене юсаса çĕнетнĕ, кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Ĕнесене, пăрусене, лашасене тытма витесене хута янă. Вĕсем еплерех тăрăшса ĕçленине хаклама декабрĕн 19-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов килсе çитрĕ.

«Ял хуçалăхĕ аталанни, чылай районта выльăх-чĕрлĕх фермисем хута кайни — пысăк пулăм. Çавăнпа та пуçланă ĕçе вĕçне çитерме сунатăп. Тăрăшса ĕçлекенсене республика субсидипе тивĕçтеретех, куллен пулăшса та пырĕ. Пĕтĕмпех эсир мĕнле вăй хунинчен килет», — терĕ министр ăнăçу сунса.

— Паянхи куна комплексри выльăх-чĕрлĕх шутне 191 пуçа çитертĕмĕр: 65 пуç ĕне, 18 лаша тата пăрусем. Чи малтанах вара Киров облаçĕнчен ăратлă 35 пушмак пăру туянтăмăр. Çавна май майĕпен аталанса пырса вы-льăх-чĕрлĕх шутне çулран-çул ÿстерме палăртатпăр, — терĕ Фанис Рахимзянов ĕç-хĕлпе паллаштарса.

«Золотой колос» ООО ĕçченĕсене ферма уçăлнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин саламларĕç. Районта маттур ĕçченсем тăрăшни, йывăрлăха пăхмасăр пысăк ĕçе пуçăнни сулмаклă утăм. Фермăсем хута кайнипе пĕрлех ял çыннисене тăрăшма ĕç вырăнĕсем туса пани те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç вĕсем сăмахĕсенче.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика