18 декабря 2013 г.
Маттур ĕçченсем тăрăшнăран ял хуçалăхĕнче ĕç кал-кал пырать. Палăртнă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлани темрен те паха.
— Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Ăна кирек хăçан та кирлĕ пек пурнăçламалла. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантармалла-и, улăм-утă турттарса килмелле-и, хатĕрлемелле-и — пурне те хăй вăхăтĕнче ĕçлемелле. Унсăрăн кая юлма пулать, — теççĕ «Искра» колхозра тăрăшакансем. Колхозра чылайăшĕ нумайшар çул тăрăшать. Çавăнпах пулĕ шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Тĕп инженер Леонид Владимирович Волков хуçалăхри ĕçе пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Тракторпа машина паркĕнче-и, фермăра-и вăл — пĕр ĕç те уншăн ют мар. Май килнĕ таран ыйтăва татса пама тăрăшать, кирлех пулсан çын ĕçне те кÿлĕнме пултарать. Маттур пулнăран ăна хуçалăх ĕçченĕсем хисеплеççĕ, яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн тав тăваççĕ.
Владимир Антонович Мукшин тракторист та — тăрăшуллă ĕçченсенчен пĕри. Ир-ирех руль умне ларать те кунĕпех рейсра. Колхозра хĕлле те, çулла та ĕç пайтах, техника çеç лайăх ĕçлетĕр.
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ Хырайĕнелсем.
А.АНТОНОВА
Источник: "Каçал Ен"