04 декабря 2013 г.
Ĕç кăтартăвĕсем ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен яваплăхĕпе тăрăшулăхне çирĕплетсе параççĕ. Ĕçри çитĕнĕвĕсене кура ял хуçалăхĕн маттур ĕçченĕсем тата малта пыраканĕсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçеççĕ. Ырă тĕслĕх кăтартакан, пысăк опытлă ĕçченсемпе район чăннипех те мухтанать. Хуçалăхра вара вĕсем уйрăмах хисепре, пур çĕрте те маттуррисене ĕçтешĕсем те мухтаççĕ.
Акă, Валерий Васильевич Воробьев ĕмĕрĕпех «Искра» колхозра тăрăшнă, тăрăшать те. Кулленех вăл фермăна çул тытать. Шаннă ĕçе яланах вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлама тăрăшать, турткаланса тăмасть. —
Пĕр ĕçрен те пăрăнмасть вăл. Ĕнесене апат парать, кирлех пулсассăн сума та пултарать. Ферма территорийĕнчи стройка ĕçĕсене те хутшăнать. Алăк юсамалла-и, ĕнесене кĕртмелле-и, кăлармалла-и — пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлать, — тет ĕçчен пирки тĕп зоотехник Ирина Павловна Воробьева.
— Хырай Ĕнелĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ. Атте-анне мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă. 23 çул «Искра» колхозра тăрăшатăп. Пур ĕçе те пысăк хавхаланупа пурнăçлатăп, — тет Валерий калаçăва хутшăнса. Паянхи кун çакăн пек ар çынсем хуçалăха уйрăмах кирлĕ те, анчах пурте чун киленĕçне унта тупаймаççĕ. Пысăк укçа шыраса чылайăшĕ аякка çул тытать. «Искра» колхозра тăрăшакансем вара нихăçан та шалу пирки ÿпкелешмеççĕ. «Хуçалăхра эпир тăрăшмасассăн, кам ĕçлĕ тата», — терĕç çеç.
А.МАРИЯН.
Источник: "Каçал Ен"