30 ноября 2013 г.
Сĕлли калать тет: «Пылчăклă пулсан та вăхăтра актăрччĕ». Ырашĕ калать тет: «Тусан ăшне аксан та вăхăтра пултăрччĕ, вара кĕрекене ларăттăм». Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ тĕленмелле анлă. Чăннипех те çапла, пысăк тухăç туса илес тесен вăрлăха вăхăтра тасатни, хатĕрлени, акни темрен те паха.
«Слава» ял хуçалăх кооперативĕнче çакна çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Кашни çулах пур ĕçе те пысăк тимлĕхпе пурнăçлаççĕ. Паянхи кун хуçалăхра килес çул валли паха вăрлăх хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ. Йĕтем çинче тĕш-тырра «Петкуспа» аллаççĕ, кĕлетсене хураççĕ. «Çитес çул валли планпа килĕшÿллĕн 1400 центнер вăрлăх хатĕрлесе хăвармалла. Хальлĕхе вара 830 центнер «Симбирцит» тулă вăрлăхне алланă, тата урпа хатĕрлемелле», — пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Ильфак Диканеев.
Тăрăшуллă ĕçченсем пурри ĕçе вăхăтра пурнăçлама май парать. Сăмахран, Н.Е.Тарасова, В.В.Трофимова, В.В.Владимирова, В.А.Падюкина ĕçченсем çулĕсене пăхмасăрах вăрлăх алланă çĕрте тăрăшаççĕ. П.Н.Ивановпа В.П.Ярлыгин аллакан техникăна пăхса юсаса тăраççĕ, аласене тасатса яраççĕ. В.Н.Загудалов ĕçчен лашапа вăрлăха кĕлете турттарать. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕрен ĕç те вăр-вар пурнăçланать.
— Çанталăк сивĕтсех кайиччен вăрлăх хатĕрлесе пĕтересчĕ. Çитес çулхи тухăç чи малтанах вăрлăх мĕнле пулнинчен килет, — терĕç хĕрарăмсем.
Тĕслĕхрен, пĕлтĕр «Слава» ЯХПК-ра çурхи культурăсене 676 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пурĕ 2206 центнер вăрлăх акнă. 89 проценчĕ I—IV репродукциллĕ вăрлăх пулнă. Çанталăк условийĕсене пула тĕш-тырă тухăçпа савăнтарман, вăтам тухăç кашни гектартан — 17,7 центнер (бункер виçипе). Çавăнпах пулĕ вĕсем кăçал вăрлăха çĕнетесшĕн. Хăйсенне хатĕрлесе тасатнипе пĕрлех паха вăрлăх туянасшăн.
Н.ЧЕРНОВА.
Источник: "Каçал Ен"