Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир те каç ферма çулне такăрлатать

16 ноября 2013 г.

Чăваш мĕн ĕлĕк-авалтан çĕр ĕçĕпе пурăннă. Çак туртăм пирĕн ăса йăх-несĕлĕмĕрсен юнĕпе, чун хавалĕпе куçса юлнă-тăр. Пахча çимĕç туса илмесĕр, тыр-пул ÿстермесĕр, выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пурăнаймастпăр эпир. Пирĕн хушăра ял хуçалăхĕнче вăр-вар та маттур ĕçлекенсем чылайăн. Хăшĕ-пĕриншĕн пĕр-пĕр кантурти вырăн лайăх пулсассăн, теприсемшĕн фермăри выльăх-чĕрлĕх чуна çывăх.

— Хăнăхнă ĕçе чунтан юрататăп. Ир те, каç та ферма çулне такăрлататăп, çулла велосипедпа çула тухатăп, çумăрлă, юрлă çанталăкра — çуранах. Инçе çул хăратмасть, зарядка тунă евĕр çеç, — тет сăмах пуçарса Инна Анатольевна Лебедева доярка.

Хĕр кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинчи Кайпăç районĕнчи Терпит ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пулас мăшăрне, Александр Васильевича, Хырай Ĕнел ялĕнче тĕл пулнă, çемье çавăрнă. Инна Анатольевна кунта тĕпленсенех «Искра» колхозра ĕçе кÿлĕннĕ, 25 çул дояркăра тăрăшать вăл. Лебедевсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Асли, амăшĕ пекех, выльăх-чĕрлĕхе юратать. Ахальтен мар ветеринар пулма ĕмĕтленет.

«Искра» колхозра ферма ялтан инçетре вырнаçни ĕçченсене чăннипех те хăратмасть. Палăртнă вăхăта вĕсем яланах вырăна çитеççĕ те ĕçе пуçăнаççĕ. 130 ĕнене унччен 4—5 çын сунă пулсассăн, халĕ çак ĕçе 2 доярка — Инна Лебедевăпа Елена Руссакова — вăхăтра пурнăçлаççĕ. Дояркăсене кунта ĕçлеме халĕ чăннипех те лайăх услови туса панă. Витере ăшă та тирпейлĕ. Ĕçченсене хывăнса тăхăнма уйрăм пÿлĕм, çăвăнма, савăт-сапана çума ăшă шыв пур. Ĕнесене сума уйрăм вырăн пур — унта хăйсемех кĕрсе вырнаçаççĕ, сунă хыççăн каялла тухаççĕ. Çĕнĕ оборудовани лартни ĕçченсен ĕçне палăрмаллах çăмăллатни куç кĕрет.

— Хĕрсем, унчченхи пек, савăт-сапа, фляга йăтса хăшкăлмаççĕ. Сăвакан аппаратри сĕт пăрăхсемпе тÿрех холодильнике каять, малтан ятарлă фильтрсем урлă тасалать. Çак ĕçе пĕтĕмпех Станислав Макаров оператор пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Ахальтен мар сĕте эпир чи паха сортпа сутатпăр, «Юнимилк» компанипе чылайранпа килĕштерсе ĕçлетпĕр, — тет ферма заведующийĕ Мария Ильина.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика