Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачан тĕрĕс çулпа утмалла

02 ноября 2013 г.

Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Апла пулсассăн суйласа илнĕ çулпа кашнийĕн пĕлсе утмалла. Унталла-кунталла пăрăнса каясран сыхланмалла. Малтанах чи çывăх çынсенчен, аттепе-аннерен ача мĕнле çулпа утасси нумай килет. Тĕрĕс воспитани парса ÿстересси те вĕсен тивĕçĕ. Анчах та темшĕн юлашки вăхăтра ачисем çине алă сулакансен йышĕ палăрмаллах ÿсет. Сăлтавĕ — эрех-сăрапа иртĕхни. Çак усал йăлана пула çемьесем арканаççĕ, ачасем интерната лекеççĕ, преступлени çулĕ çине тăраççĕ, йĕркене пăсаççĕ, вĕренмеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ача тĕрĕс çултан пăрăнать. Çавсене вăхăтра кирлĕ пулăшу парас тесе тимлет те районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ĕçне йĕркелесе пыракан сектор. «Ачасене йывăр вăхăтра пулăшасси, ашшĕ-амăшĕсене усал йăларан пистересси — пирĕн тивĕç. Çак тĕлĕшпех эпир нумай-нумай профилактика мероприятийĕ ирттеретпĕр, çемьесене тухса çÿретпĕр, калаçусем йĕркелетпĕр. Çемьесенчи лару-тăру чăннипех те сисчĕвлентерет пулсассăн учета илетпĕр. Йĕркене кĕрекеннисене учетран кăларатпăр», — тет сăмах пуçарса сектор ертÿçи Любовь Михайловна Пушкина. Çак ĕçре 14 çул ытла тăрăшаканскер, хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлет. Йывăр лару-тăрури çемьесене тухса çÿресе вĕсемпе пĕр чĕлхе тупать, пулăшма васкать. Ашшĕ-амăшĕсемпе, çул çитмен ачасемпе тĕл пулать, лару-тăрупа паллашать.

— Кашни çемье калаçу ирттернипе çеç йĕркене кĕрсессĕн лайăхчĕ те. Çук çав, яланах ун пек пулмасть. Эрех-сăрапа туслашнăскерсене унтан пистерме çав тери йывăр. Çавна пулах вĕсем ачисене кирлĕ пек пăхмаççĕ. Вĕсен пурнăçĕпе пачах интересленмеççĕ. Ача тутă-и, шкула кайнă-и, килте-и, урамра-и, çывăрать-и — кăсăклă мар. Ачана вăхăтра кирлĕ пек пăхманни тĕрĕс çултан пăрать. Кайран вара каялла таврăнма хĕн. Унăн вĕренес туртăм чакать, ирĕклĕ пурнăçпа пурăнас килет. Кил-çуртра ĕçлесси, кĕнеке вуласси, шкула çÿресси кăсăклантармасть ăна. Урамра «çил хăвалама» çăмăлрах-çке. Çавăнпа та çут тĕнче парнеленĕ ачана çĕр-шыва юрăхлă çын тумалла, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшмалла, — тет сектор ертÿçи.

Паянхи куна 28 çемье учетра тăрать, вĕсенче вара çул çитмен 72 ача çитĕнет. Сектор ĕçченĕсем, Любовь Михайловнăпа Гузель Камиловна Гадельянова ертсе пыракан специалист, тăтăшах çак çемьесенче пулса унти лару-тăрупа интересленеççĕ, пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Хăйсем çеç мар, чылай чухне шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе вырăна тухса çÿреççĕ. Унсăр пуçне шкулсенче тĕрлĕ калаçусем, профилактика мероприятийĕсем ирттерни те пысăк витĕм кÿрет. Сăмахран, наркотике хирĕç «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!», «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцисем вăхăтĕнче районти нумай шкулти вĕренекенсемпе калаçу йĕркеленĕ, видеофильм кăтартнă. Тăтăшах рейдсем йĕркелени те пысăк витĕм кÿнине пĕлтереççĕ специалистсем. Шăпах рейдсем хыççăн хăш-пĕр çемьесем йĕркене кĕреççĕ, ачисене кирлĕ пек пăхаççĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Çавăн пекех учетра тăракан кашни ачана специалистсем çеç мар, обществăлла воспитательсем — вырăнти депутатсем, культура е педагогика ĕçченĕсем — пăхса тăраççĕ, вĕсен пурнăçĕпе интересленеççĕ. Çак пуçаруллă çынсен ĕçне çутатас, тĕллевĕсемпе паллаштарас тесе кашни çулах «Чи лайăх обществăлла воспитатель» конкурс иртет.

— Кăçал комисси ăнăçсăр çемьесем тĕлĕшпе 25 ĕç, çул çитменнисен тĕлĕшпе 24 ĕç пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсене ачисене кирлĕ пек пăхманшăн асăрхаттарнă, унпа пĕрлех штраф панă, кирлĕ йышăнусем тунă. Хăшĕ-пĕрисем профилактика ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн чăннипех те йĕркене кĕреççĕ: ашшĕ-амăшĕсем ĕçме пăрахаççĕ, ĕçе вырнаçаççĕ, ачисен пурнăçĕпе интересленеççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ. Ыттисем те вĕсенчен тĕслĕх илессе шанас килет, — терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Любовь Михайловна.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика