Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне парнелерĕ уяв

30 октября 2013 г.

Таврара хура кĕр хуçаланать. Тĕксĕм, çумăрлă кунĕсемпе кăмăла пусăрăнтарать пулин те, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вара çакна пĕрре те сисместĕн: кунта хаваслă, çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕрхи уявсем иртеççĕ.

Акă кĕçĕн классем патне хăнана Ылтăн кĕркуннепе Сивĕ килсе кĕчĕç. Ылтăн кĕркунни хăйĕн пуян парнисемпе, юрри-сăввисемпе савăнтарчĕ, тупмалли юмахсен тупсăмне шыраттарчĕ. Сивĕ вара ку вăхăтсенче чирлес хăрушлăх пысăккине асăрхаттарчĕ. Шăпăрлансем те парăмра юлмарĕç: кĕркуннене мухтаса юрă шăрантарчĕç, илемлĕ ташăпа, сценкăсем кăтартса курма килнисене савăнтарчĕç. Пурте пĕр кăмăллă пулса 4-мĕш класри И.Зайцева, А.Потапова, Д.Самаркин, Д.Ксенофонтова, А.Костяков, 3-мĕш класри Д.Петрова, А.Сорокина, У.Сорокина, Л.Ксенофонтова, Г.Алякина, А.Алякина чăн-чăн ташă ăстисем тесе палăртрĕç. Игорь Шаринкин вара «Артист пулмах çуралнă пуль» сценкăри пĕчĕк Таня рольне питĕ ăста выляса пачĕ.

Вăтам классен уявне ертсе пыракансем А.Демьяновăпа В.Кириллов пулчĕç. Уява уçса вĕсем 5—7-мĕш классен ачисене тĕрлĕ конкурссенче тупăшма хавхалантарчĕç. Кашни класс кĕр парнисенчен мĕн тĕрлĕ япаласем ăсталама пултарнине, кĕрхи мода хăй евĕрлĕхĕпе епле интереслĕ пулнине кăтартса пачĕ. 6-мĕш классен пултарулăх, туслăх вăйĕ пысăк пулни палăрчĕ, вĕсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Шăмат кун каçхине 8—11-мĕш классенче вĕренекенсем те тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсемпе, çырласемпе, чечексемпе илемлетнĕ зала кĕр уявне пуçтарăнчĕç. Кунта сап-сарă тумлă Кĕр пики (Д.Мухина) парнесемпе килсе çитрĕ. Кĕркунне çуралнисене кĕр кучченеçне валеçрĕ. А.Ванюркина (11-мĕш кл.) вĕсен ячĕпе «Ăшă çумăр» юрă янăратрĕ. Классем хушшинчи ăмăрту хĕрÿ пулчĕ. Хăйсемпе паллаштарса, юрласа, ташласа, тавçăрулăхпа çивĕч ăса палăртакан конкурссем витĕр тухса 11-мĕшсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 8-мĕш класс ачисем те вĕсенчен питех юлмарĕç.

Уявсене интереслĕ йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн шкулта воспитани енĕпе ĕçлекен Н.В.Безрукинана, Л.Н.Владимирова вожатăя, класс ертÿçисене тав сăмахĕ калаççĕ.

Н.КУЗЬМИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика