09 октября 2013 г.
Пĕрре пăхсассăнах никам та çак вашават хĕрарăма 74 çула çитнĕ тесе калаймĕ. Ырă кăмăллăскер, сăн-пичĕпе те хăй çулĕнчен çамрăкрах курăнать.
Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнать Лариса Николаевна Макарова. 1939 çулта кун çути курнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ колхозра тăрăшнă. Ĕçчен çемьере Лариса мĕн çамрăкранах ĕçлеме хăнăхса ÿснĕ.
— 4 класс пĕтерсессĕн кĕлте йăтма йĕтеме çÿреттĕм,— аса илет Лариса аппа ачалăхне. Вăл вăхăтри çынсен ачалăхĕ чылай йывăр пулнă çав. Лариса аппан вăл, вăрçă çулĕсене лекнĕ май, çăмăлах килмен.
Хĕр ача 4 çула çитсессĕн унăн ашшĕн вăрçа кайма ят тухать.
— Аттене ас тумастăп. Никанор пичче вăрçа кайма хатĕрленнине ас тăватăп,— сÿтĕлет аса-илÿ çăмхи. — Пичче мана ытамласа ларать. Пăтă çитерчĕ. Пичĕ тăрăх куççуль юхать,— хурланчĕ Лариса аппа.
1953 çулта хырай Ĕнел ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр «Искра» колхоза пăру пăхмашкăн вырнаçнă, каярахпа дояркăра ĕçленĕ.
— Укçа тÿлейменнипе ĕç кун укçи вырăнне пăру пачĕç. Çав пăрăва сутрăм та юлташ хĕрĕсемпе Канаш пасарне кайрăм. Эпĕ унта саппунлăх кăвак саттин илтĕм, икĕ кĕпе çĕлетмелĕх чечеклĕ вискоза пусма, канва, мулине..,— каласа пачĕ Лариса аппа. Ку вăл пĕрремĕш ĕç укçи пулнă хĕрĕн. Сăмах май каласан, кăвак саттинран çĕлетнĕ саппунĕ халĕ те упранать.
Чипер хĕр хыççăн йĕкĕчĕсем те чылайăн чупнă, Лариса аппа вара пĕрне те çывăха яман, чун юратнă çыннине кĕтнĕ. Анчах та шăпи пĕрле пулма пÿрмен пулсан нимĕн те тăваймăн...
«Ĕçне кура хисепĕ»,— каланă ватăсем. Лариса аппана та чунне парса, хастаррăн ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисем парса чысланă. 1975 çулта Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденне, 1983 çулта Ĕç Мухтавĕн II степеньлĕ орденне илме тивĕç пулать. Паянхи кун та Лариса аппа орденсемпе Хисеп грамотисене, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе саламлă открыткăсене тирпейлĕ упрать.
Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, кинемей алă усса лармасть. Халĕ унăн картиш тулли хур-кăвакал.
— Малтанах алсиш-чăлха çыхаттăмччĕ, тĕрленĕ те, халĕ вара куç витĕр курсах каймасть, — калаçрĕ ĕç ветеранĕ. Кÿршисем те Лариса аппа çинчен ырăпа çеç асăнаççĕ, пулăшса тăраççĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"