Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татах та пуласса шанатăп

11 ноября 2009 г.

Кăçал пирĕн ентешсем кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлесе кăлараççĕ. Акă, районти вĕрентÿ пайĕн психологĕн В.Кирилловăн харăсах икĕ кĕнеки кун çути курчĕ. Хайлавсен пуххине «Чиперкке», сăвăсен изданине «Кулянмастăп» ят панă. «Хыпар» издательство çурчĕн, тĕп редактор çумĕн Г.Максимовăн «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Нумаях пулмасть Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче вĕренекен Е.Кузьминан пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ. «Стихи моей юности» ятлă вăл. Унта авторăн тĕрлĕ çулсенчи сăввисем кĕнĕ. «Пĕчĕк чухнех поэтесса пулма ĕмĕтленнĕ эпĕ. 7 çултах сăвăсем çырма ăнтăлнă. Вĕсем, паллах, сăвă картне ларайман ĕнтĕ, сăмах пуххи çеç пулнă»,— тесе çырать Елена. Халĕ поэтесса пулма шутламасть. Професси илесси пирки тимлет. Сăвăсемпе юрăсем çырасси уншăн хобби. 18 çулхи хĕре мĕнле темăсем кăсăклантараççĕ-ши? Паллах, юрату, çынсем, малашнехи пурнăç çинчен ĕмĕтленнисем...

Кĕнекен пĕрремĕш пайне шкул çулĕсенче çырнă сăвăсем кĕнĕ.

«Парнеле, савни, чи çутă юрату вăйне.

Пĕр-пĕрне юратăпăр

Ĕмĕр-ĕмĕрне»,— тет «Парнеле» сăввинче. Çак йĕркесенче çамрăк хĕр пысăк юрату çинчен ĕмĕтленни палăрать. Кичем пулнă вăхăтра, тунсăхланине палăртса «Настроение» сăвă шăрçаланă. «Диалог», «Эсĕ пур», «Прикажите» тата ытти сăввисем юрату темине хускатнă. Вĕсенче ĕмĕтленни, шанни, пăшăрханни те палăрать. Кĕнекере çывăх çыннисем, тăван тавралăх, çут çанталăк çинчен хайланисем те чылай. Нумайăшне вырăсла çырнă. Е.Кузьминан чăвашла та, вырăсла та чĕлхи яка, поэзине лайăх ăнланать. Кĕнекере хăех кĕвĕленĕ юрăсем те пур. Çакă хĕрачан тĕрлĕ енлĕ талант пуррине çирĕплетет.

Районтан тепĕр сăвăç литература тĕнчине килнишĕн хĕпĕртерĕм. Ку унăн пĕрремĕш кĕнеки анчах-ха. Вĕсем татах та пуласса шанатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика