Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУСЛĂХ УЯВĔ ИРТРĔ

23 мая 2009 г.

Çыннăн пурнăçĕнче туслăх калама çук пысăк вырăн йышăнать. Ăс-хакăл енчен пуян, анлă тавра курăмлă, туслăха хаклама пĕлекен çын пуласси ачаранах паллă. Çавăнпа та вăл енсем çирĕп пулччăр тесен вĕсене шкултах аталантармалла, тивĕçлĕ воспитани памалла. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче виçĕ шкул хушшинче йĕркеленĕ тĕл пулу.

Хĕрĕх пиллĕкмĕш хут тĕл пулчĕç Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырма, Тутарстан Республикин Кайпăç районĕнчи Чутей тата пирĕн районти Хырай Ĕнел шкулĕсенче вĕренекенсем, учительсем. Туслăх уявĕ вăрман уçланкинче иртрĕ. Калама çук илемлĕ вырăн кĕтсе илчĕ пухăннисене: йывăç-курăк хăйĕн ешĕллĕхĕпе илĕртрĕ. Çак кун уява педагогика ветеранĕсем те пухăнчĕç.

Ку уяв пуриншĕн те паха. 45 çул иртрĕ пĕрремĕш тĕл пулу пулнăранпа. Виçĕ шкул хушшинчи туслăх кунран-кун çирĕпленсе пынă.

Чăн малтанах çак мероприятие килнĕ ачасем линейка ирттерчĕç. Икĕ республика — Чăваш Енĕн тата Тутарстанăн — Гимнĕсем янăраса чуна çĕклентерчĕç. Асăннă виçĕ шкулта чи лайăх вĕренекенсем республикăсен ялавĕсене çÿле хăпартрĕç. Кашни пĕрне-пĕри парнесем парса чысларĕ. Каярахпа вара икĕ чĕлхепе юрăсем янăрарĕç. Килсе çитнĕ хăнасем пухăннисене ташăсем те парнелерĕç.

Савăнăçлă уява 1964 çулта Хырай Ĕнел шкулĕнче аслă пионервожатăйра ĕçленĕ Альбина Григорьевна Лебедева килсе çитрĕ. Акă мĕн аса илчĕ вăл пĕрремĕш тĕлпулу пирки: «Ăна Елчĕк районĕнчи Хăвăл Çырмара нумай çул директорта ĕçленĕ Олимп Алексеевич Сазонов пуçарса янă. Ас тăватăп-ха пĕрремĕш уява. Ача йышĕ нумайччĕ. Кашни шкулта 400-шер ача пулнă. Эпир пуçарса янă тĕл пулусем татăлманни пире, паллах, савăнтарать, мăнаçлантарать».

Уява пуçтарăннă ачасем пĕр-пĕринпе çывăх паллашрĕç, çыру çырма адрессем те пачĕç. Савăк кулă, пур çĕрте те ачасен сасси янăрарĕ çак кун.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине нумай çул вĕрентнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ĕç ветеранĕ, паянхи кун тивĕçлĕ канури Галина Петровна Петрова аса илĕве малалла тăсрĕ. «Мана пĕрремĕш хут çавăн пек тĕл пулура 1968 çулта пулма тÿр килчĕ. Асра юлчĕ çав кун. Халь тĕл пулусем çĕнелсе пыни питĕ аван. Мĕншĕн тесен ачасем çутçанталăк илемне, туслăх мĕнне хаклама вĕренсе пыраççĕ».

Паллах, уяв саманчĕсем ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлаççĕ. Акă мĕн каласа пачĕ Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ Валери Туркай: «Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут Чутей тăрăхĕнче ирттернĕ тĕл пулăва илсе кайни асра юлнă. Чи малтан эпĕ хĕрлĕ пусмаран пилотка çĕлесе хатĕрлерĕм. Шурă кĕпе çуса якатрăм. Çакăн пек уяв чăн-чăн педагогика акцийĕ пуль тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл пире, ачасене, сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплетнĕ. Эпир — чăваш тата тутар ачисем — икĕ халăх туслăхĕ мĕн тери пысăк пуянлăх пулнине хамăр куçпа курса, чун-чĕрепе туйса илме пултарнă. Çак туйăм, паллах, пурин чĕринче те упранать. Паянхи кун манăн юлташсем хушшинче тутарсем йышлă: паллă поэтсем, писательсем, бизнесменсем, депутатсем. Вĕсем манра, ман шутпа, чи малтан çакна кураççĕ: эпĕ аслă тутар халăхне чунтан, чĕререн юрататăп, хисеплетĕп. Унăн калама çук пуян та чаплă литературипе культури умĕнче пуçа таятăп. Çак туйăма манра хĕмлентерме пуçлаканни шăпах эпир паллă тăвакан — 45 çул каялла çуралнă тĕл пулу».

Н.М.Зайцева — нумай çул шкулта ĕçленĕ педагог — çавăн пек мероприятисем ирттерни кирлине палăртрĕ. Тĕрĕссипе каласан, Надежда Максимовна пĕр уявран та юлман. Вăл паянхи кун та кÿршĕ шкулсенчен килнĕ учительсемпе калаçрĕ.

Малалла физкультурăпа спорт вăййисем пулчĕç. Ăна Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ — физкультура учителĕ Валерий Федорович Волков йĕркелерĕ. Эстафета ăмăртăвĕ, «Хаваслă стартсем» интереслĕ иртрĕç. Хырайĕнелсем чи маттуррисем, чи пултаруллисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Тĕл пулăва хырайĕнелсем питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пурне те тутлă какай шÿрпипе сăйларĕç. Тулли сĕтел тавра пуçтарăнса иртнисем çинчен пуплерĕç. Çакăнта, паллах, шкул директорĕн Л.М.Макарован тÿпи пысăк. Вăл çак ĕçре 12 çул ытла тăрăшать. Туслăх уявне ирттерме спонсорла пулăшу паракансене аса илчĕ Людмила Михайловна. Вĕсем: Комсомольски райпо совечĕ, «Хлебозавод» ООО, «Кооператор» ООО, А.Зайцев предприниматель, «Родина» фермер хуçалăхĕ тата «Искра» колхоз, районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем.

Пуçтарăннисемшĕн асра юлакан чи паллă самант вăл — туслăх кăвайтне чĕртни. Ачасем ун йĕри-тавра çаврăнса юрăсем юрларĕç, савăнчĕç, ташларĕç.

Сывпуллашу саманчĕ çитсен, Тутарстан Республикинчен килсе çитнĕ хăнасем: «Эпир пултаратпăр!» терĕç хăйсен чĕлхипе. Хырайĕнелсемпе Хăвăлçырмасем те вĕсене мăнаçлăн «Эпир те пултаратпăр» тесе хуравларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика