Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛКĂШТĂР ÇĔНЕЛНĔ КУЛЬТУРА ВУЧАХĔ

31 января 2009 г.

Ĕмĕтленме пĕлмен çын малашлăхсăр тенĕ ĕлĕкех. Чăваш Ен Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне вуласан Александровка культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçĕнче ырă та çутă ĕмĕт çурални пирки паян пĕрре те иккĕленместĕп. Шăп çав ĕмĕт тĕллевлĕ программăна хутшăнма çунатлантарнă. Тăрăшни харама кайман. Асăннă конкурс çĕнтерÿçисенчен пĕри пулса тăни ялти культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетес çула уçса панă. Вăл кăна та мар. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен аппаратурăллă, свет техникиллĕ пулма та май килнĕ. Сцена урăх «тум» тăхăннă, вырăнти артистсем валли те хитре те ятуллă костюмсем çĕлетнĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама «Стройсервис» акционерсен хупă обществине (директорĕ – Ф.Рахимзянов) шаннă.

Район тата Александровка ял поселенийĕн администрацийĕсен, культура пайĕн тата вырăнти культработниксен пĕрлехи килĕшÿллĕ ĕçне пула ял клубĕн сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă. Çивиттине те çĕнĕрен витнĕ. Çакна валли вырăнти бюджетран 2 миллион тенке яхăн тăкакланă.

Январĕн 29-мĕшĕнче Александровкăра харăсах икĕ уяв пулчĕ тесен те йăнăшмăп. Пĕрремĕшĕ — культура çурчĕн иккĕмĕш «çуралнă кунĕ», тепри — вырăс халăх юррисен «Родные просторы» районти фестивалĕ. Çак савăнăçлă саманта ял, район çынннисемпе пĕрле пайлама Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕпе Роза Лизаковăпа район пуçлăхĕ Геннадий Волков, культура пайĕн ертÿçи Василий Васильев та килсе çитрĕç. Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа, ăшă кăмăлпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç александровкăсем. Роза Михайловнăпа Геннадий Федорович çак учреждени ял çыннисемшĕн чăннипех ялкăшакан культура вучахĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕç. Р.Лизакова Е.Александрова директора клуба «Тĕп культура çурчĕ» статус панине ĕнентерекен сертификат пачĕ. Çак документрах министерство сасса, çутта вăйлатакан тата видеопроекци оборудованийĕ, музыка хайлавĕсене аранжировка тума май паракан лицензиллĕ программăллă компьютер комплекчĕ, сцена костюмĕсемпе чаршав, пурĕ 50 пин тенкĕлĕх, парнелени çинчен те палăртнă. Пухăннисене çавăн пекех Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Валерий Волков, «Слава» ЯХПК председателĕ Евгений Карпеев саламларĕç.

Пирĕн районта пурăнакансем юрра-ташша чăннипех ăста иккенне çав каç тепре курса ĕненме пулчĕ. Сцена çине ял поселенийĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем, фольклор ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем тухрĕç. Вырăс халăх юррисем — шÿтлисем, хурлăхлисем, савăнăçлисем — юхрĕç те юхрĕç залра, илемлĕ кĕвĕ-çемĕ чун-чĕрене тыткăнларĕ. Паллах, тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ артистсен ăсталăх шайĕ те расна. Фестивале хутшăннă художество пултарулăх сакăр коллективĕнчен жюри членĕсем Александровка ял поселенийĕн «Россияночка» ансамблĕнчи асаннесем чи маттуррисем пулнине, пĕрремĕш вырăна тивĕçнине пĕлтерчĕç. Иккĕмĕш вырăн хуçисем — аслăчурачăксем. Виççĕмĕш вырăна Александровкăри тата «Комсомольское» культурăпа кану центрĕнчи вокал ансамблĕсем пайларĕç.

Уйрăм юрăçсем хушшинчи тупăшу çапла вĕçленчĕ. Пĕрремĕш вырăнта — Хырхĕрри ял поселенийĕнчи Е.Топтыгинапа Л.Макарова. О.Буслаевăпа Н. Михайлова (Комсомольски) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсен хуçисем.

Комсомольскинчи ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем, Александровка культура çурчĕ çумĕнчи тата Тукай ялĕнчен килнĕ ташăçăсем те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Фестиваль вĕçленсен культура министрĕнчен Роза Лизаковăран Александровка культура çуртĕнчи юсава, «Родные просторы» фестивале хак пама ыйтрăм.

— Экономикăри паянхи йывăрлăхсене пăхмасăрах пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултарни хăех питĕ лайăх пулăм. Район пуçлăхĕ Геннадий Федорович Чăваш Ен правительстви тытса пыракан политикăна пурнăçа кĕртсе пыни, культура çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Эпĕ иртнĕ çулла Александровкăра пулнăччĕ. Паянхи тата ун чухнехи клуб çурчĕ хушшинче çĕрпе пĕлĕт пекех пысăк уйрăмлăх. Юсав хыççăн мана кунта питĕ килĕшрĕ, халăх кăмăлне те кайнă пек туйăнчĕ. Клуб ĕçченĕсен тĕп миссийĕ — тăван халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарасси, çуралса ÿснĕ кĕтесĕмĕре юратма вĕрентесси, канăва усăллă йĕркелесси. Çак тивĕçсене пурнăçласа пыма çĕнĕ статус илнĕ хыççăн ансатрах пулĕ. Ăнăçу, сывлăх, телей сунатăп,— терĕ Роза Михайловна. Мĕнех, эпĕ те александровкăсене çавнах сĕнетĕп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика