Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУÇАЛĂХ АРКАННĂ ТА… ЯЛĂН ÇĔНĔ ПУРНĂÇ ПУÇЛАННĂ!

11 октября 2008 г.

Шанма пуçланă чечеке, сÿнме тытăннă вучаха чĕртме пулать-и? Майне-шайне пĕлсен - пулать иккен.

Çакна хам курса ĕнентĕм. “Мыскараçă патĕнче хăнара пулнă”, - тесе ан шухăшлăрах. Унпа аппаланма вăхăт та, кăмăл та çук. Хăйĕн вăй-хăватне шаннипе, çынна ÿкĕте кĕртме, шухăшсăр пурăнма хăнăхнăскерте те ĕмĕт-тĕллев вăратма пултарнипе хакласан вара... Ашшĕ-амăшĕ, ахăртнех, сăпкаранах, кăкăр сĕчĕпе тирпейлĕхпе ĕçченлĕхе хăнăхтарнă ăна. Тăван çĕре, ял-йыша юратасси, хисеплесси те - çутă кун парнеленĕ чи çывăх çыннисенченех килет-тĕр. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Потемкин пирки. Çак кунсенче эпир Анатолий Егорович ертсе пыракан “Родина” хресчен-фермер хуçалăхĕ” тулли мар яваплă обществăра пултăмăр.

Куç хăрать те...

ÇĔНĔ Сĕнтĕр ялĕнчен инçе те мар - 8 çухрăмран - Тутарстан Республики пуçланать. Чикĕре пулнипе, ахăртнех, районтан, республикăран тĕрлĕ шайри тÿре-шара /тĕрĕссипе, кун пек кăнттам сăмахпа кÿрентерес те килмест - каçарччăрах/ ку яла çÿресех те каймасть пулĕ. Кăлăхах. Мĕн тери илемлĕ тавралăх кунта! Чуна сиплемелĕх вăрманĕ-кати те, шывĕ те, сăрт-тăвĕ те пур. Чăн та, çут çанталăкăн ачаш ытамĕнче пурăнаççĕ Çĕнĕ Сĕнтĕрсем. Кунашкал ÿкерчĕке куллен курнăран çакна хăйсем туйма пăрахнă пулинех.

Çак илемлĕ, çăтмах пек кĕтесре пурнăç кĕрлесе юхмалла пек. Самана тени темĕн тĕрлĕ те кисренсе илет, çавна май кисренÿ палли-йĕрĕ юлатех çав. Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ совет тапхăрĕнче “Россия” хуçалăха кĕнĕ, 90-мĕш çулсенче уйрăлас-пайланас “мода” пуçлансан кунта “Красное Сормово” колхоз йĕркеленнĕ. Рынок экономикин саманинче упранса юлма йывăр пулнă ăна - хуçалăх юхăнсах пынă. Картаран кăларман тытăм çухалсан вара халăх та арканать: кам ĕçке сулăнать, кам Турă паян пурăнмалăх панипе çырлахать, кам... Çамрăксем “пуласлăхсăр” ялтан хуланалла талпăнаççĕ. Ял шăпишĕн, пурлăхне вăрласа-сутса пĕтернĕ хуçалăх саланнăшăн пăшăрханакансем тÿсеймеççĕ - ĕçлеме, сÿннĕ вучаха чĕртме пултаракан ертÿçĕ шырама тытăнаççĕ. Хайхискерсем çак ыйтупа хăйсен ентешĕ А.Потемкин патне пыраççĕ. Çапла ял-йыш тархасланипе 2005 çулта Анатолий Егорович Çĕнĕ Сĕнтĕре ĕçлеме куçать.

Куç хăрать те алă тăвать теççĕ. Ахăртнех, пăхма стайлă, çÿллĕ, кĕрнеклĕ арçын та хăйĕн çÿллĕш йывăçсем хунаса, хыт-хура ĕрчесе кайнă çĕр лаптăкĕсене /2000 çултанпа усă курăнман çĕрсем, пурĕ - 600 гектар!/ курса чĕрине ыраттарнипе пĕрлех - хăранă та пуль. Мĕнле, кампа тасатмалла? Çапах та ваттисен сăмахĕ чăна килнĕ: харсăр çынсем, пуçлăх шухăшĕпе килĕшекенсем, тупăннă. “Халĕ ĕнтĕ тата 40 гектар çеç юлчĕ усă курманни”, - хаш сывлать ертÿçĕ.

Пурлăх пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăнать

Эпир “Родинăра” иртнĕ эрнере пултăмăр, уй-хирте тухăç пуçтарса кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыратчĕç. Хуçалăх кăçал 405 гектар çинче тĕш тырă çитĕнтернĕ. Вырмана çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ те кÿршĕсене - “Правда”, Минатуллин хресчен-фермер хуçалăхне - техникăпа пулăшнă. “Çурхисенчен “Ирень” сорта суйласа илнĕ эпир, унăн клейковини лайăх. Кĕрхи - “Московская-39”. Çитес çул валли кĕрхи тырра акса пĕтертĕмĕр. Сăмах май, вăрлăх - кондицине ларнăскер, ăна им-çамласа акатпăр”, - паллаштарать уй-хир ĕçĕсемпе Анатолий Егорович.

Пĕр уйрăмлăха тÿрех сăнарăмăр - “Родинăн” çĕр улми çук. Ял хуçалăхĕнче паян чи пысăк тупăш параканни шăпах çак пахча çимĕç пулнăран сăлтавне ыйтмасăр тăраймарăм. “Хальлĕхе ун валли техника çитмест. Çĕр улми вырăнне 52 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр ÿстертĕмĕр, - хуравлать пуçлăх. - Çитес çул вара çĕр улми те лартасшăн. Техника туянса çитеретпĕр пулĕ-ха унччен”.

Сăмах май, трактор-комбайна, тĕрлĕ агрегата кредитпа туяннă. Кăçал, тĕслĕхрен, Ставропольте туса кăларнă утă пуçтармалли агрегатлă пулнă.

Фермăсенче мăйракаллă шултра выльăх анчах. Пурĕ 200 ытла пуç, хальхи вăхăтра талăкра кашни ĕнерен 17 литр сĕт илеççĕ. Анатолий Потемкин унăн хакĕ чакнăшăн пăшăрханать. Пĕлтĕр ку вăхăтра чи лайăх сорта - литрне 15 тенкĕпе, кăçал - 8-8, 5 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ иккен. Ирина Манзуркина, Надежда Демьянова, Надежда Петрова дояркăсемшĕн вара продукци хакланни-йÿнелни тĕп вырăнта мар, вĕсем сăвăм виçине ÿстерме ăнтăлаççĕ. Кашниех çулталăкра 5, 5 пин литр сăвать.

“Эрех ĕçме вăхăт çук”

Механизаторсем уйра кĕрхи акараччĕ. Анатолий Филиппов, Валерий Смирнов, Петр Конторский, Игорь Кондратьев трактористсем, Геннадий Баранов водитель, Александр Шамбулин сеяльщик хăйсене шаннă ĕçе тирпейлĕ пурнăçланипе хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи кăмăллă. “Эрех ĕçме вăхăт çук вĕсен”, - арçынсем пирки шÿтлĕн, анчах чăнласа калать А.Потемкин.

Кăшт маларах “Родина” хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе аппаланнине асăнтăмăр. Ăна кăларса тасатмалли юлашки йăрансем кăна юлнăччĕ. Кăларасса вара - пайпа, хуçалăхри кашни çын пуçне 2 гектар лекет. “Пурте ĕçлетпĕр, çав шутра - специалистсем те”, - терĕç бухгалтерсем.

Ас тăвасса, Анатолий Егорович хăй те ял çыннисемпе пĕрлех пай çинче ĕçлетчĕ. Ку вăл - пуçлăхăн уçă чунне палăртакан тĕслĕх. Ахальтен тăван ял-йышĕ çапла хисеплеместех пуль. “Анатолий Егоровича яла пĕтме паманшăн чĕререн тав тăватпăр. Хуçасăр çĕрсене курсан пирĕн, ватăсен, чĕре ырататчĕ. Халĕ ĕнтĕ аталану çулĕ çине тухрăмăр”, - терĕ Шупашкаралла çул тытнă журналистсене тĕл пулсан 80-а çывхаракан Илья Осипович Архипов, тивĕçлĕ канăва тухичченех вырăнти сурăх фермин заведующийĕнче тăрăшнăскер.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика